Паранкă
Паранкă (выр. клубень, лат. túber) — ытларах чухне ҫӑмха евӗр, ҫулҫӑллӑ ӳсентӑранӑн улшӑннӑ хунавӗ. Паранкӑсем тымарӑн вӗҫӗсенче — тымар хунавӗсен айккинче — аталанаҫҫӗ. Тутлӑхлӑ япаласене хатӗрлеме, ӗрчеме, ҫавӑн пекех хӗлле тата типӗ уйӑхсенче пурӑнма хатӗрлемешкӗн усӑ кураҫҫӗ[1]. паранкӑсенче ҫитес вегетаци тапхӑрӗнче ӳсме нутриентсемпе энерги хатӗрлеҫҫӗ.
Ӳсекен чылай хунав ҫинчи пекех, паранкӑсенче те папкасем (ҫӗрулмин папкисене ытларах чухне «куҫ» теҫҫӗ) пур. Паранкӑсенче тутлӑхлӑ япаласен саппасӗсем, тӗпрен илсен крахмал, пухса упраҫҫӗ.
Этем апат-ҫимӗҫре паранкӑллӑ ӳсентӑрансене, тӗслӗхрен, ҫӗрулми, топинамбур, усӑ курать. Паранкӑсене тымарҫимӗҫсемпе, сӑмахран, батат(выр.)чăв. (пылак ҫӗрулми) арпаштармалла мар.
Ӑнлантарусем
- ^ Клубень • Большая российская энциклопедия - электронная версия. old.bigenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
Каçăсем
- Клубень // Киреев — Конго. — М. : Большая российская энциклопедия, 2009. — С. 314. — (Большая российская энциклопедия : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 14). — ISBN 978-5-85270-345-3.