Патшалăх чикки (телесериал)
«Патшалăх чикки» (выр. Государственная граница) — «Беларуçфильм» киностудире 1980—1988 çулсенче чикĕ хуралçисен хĕсмечĕ пирки ӳнерленĕ историлле-приключениллĕ телесериал. Сериал 1917 çултан пуçласа 1980-мĕш çулсен вĕçне çитиччен тапхăра кăтартса парать.
Сюжет
1 мĕш фильм: Эпир хамăрăн çĕнĕ тĕнчене… (1980)
Ĕçсем 1917—1918 çулсенче пуса иртет. Патшам хĕсметĕнче тăнă чикĕ офицерĕ Владимир Данович Раççейрен эмиграцие тухса кайяймасть, çамрăк совет патшалăхĕн чикĕ хĕсметне тунă çĕре хутшăнма кăмăл тăвать…
2-мĕш фильм: 21-мĕш çулхи лăпкă çу тапхăрĕ… (1980)
Советсен чикĕ çумĕнчи хула çине хĕрлĕ çар тумне тăхăннă хурахсем тапăнаççĕ. Вĕсене хĕртсе тăракан поляксен разведкпе шурă эмигрантсем çĕнĕ сăтăрсене хатĕрлеççĕ. Чекистсем хирĕç тăраççĕ…
3-мĕш фильм: Тухăçри чикĕре (1982)
1929 çул. Совет-китай чиккинче чикĕ хуралçисем кавара уçса хураççĕ…
4-мĕш фильм: Хĕрлĕ хăйăр (1984)
Вăтам Ази, Туркестан. 1930-мĕш çулсем. Чикĕ хуралçисен тивлечĕ — Мумин-бека пĕтересси…
5-мĕш фильм: Хĕрĕх пĕрремĕш çул (1986)
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи. Нимĕç фашисчĕсен тапăнăвне хăй çине пĕрремĕш чикĕ хуралçисем илеççĕ…
6-мĕш фильм: Çĕнтерӳ хыççăн (1987)
1946 çул, Львов ен. Вăрçă вĕçленнĕ пулин те кунти вăрмансенче украин националисчĕсен ушкăнĕсем çӳреççĕ. Çавсене аркатас тĕллевпе чикĕ хуралçисем националистсен йăвине хăйсен çынне ямала…
7-мĕш фильм: Тăварлă çил (1988)
Балтиçум, 1950-мĕш çулсен вĕçĕ. Анăç разведкисем чикĕ зонине пысăк масштаблă провокации хатĕрлеме диверсанта яраççĕ…
8-мĕш фильм: Инçет тухăçри чикĕре (1988)
Ютçĕр ятарлă хĕсмечĕсем СССР территоринче шпионсен эрешĕсене сараççĕ. Кăнтăрти пĕр заставăри чикĕ хуралçисем анăç разведкин агентне тăрă шыв çине кăлараççĕ…
Чыславсем
Тĕп сăнарсем
- Игорь Старыгин — Владимир Данович (1-й фильм)
- Александр Денисов — Иван Гамаюн (2-мĕш тата 4-мĕш фильмсем)
- Владимир Новиков — Алексей Могилов (2-мĕш тата 3-мĕш фильмсем)
Каçăсем
| Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |