Пелагея (юрăç)
Теле́гина Пелаге́я Серге́евна (ҫуралнӑ чухнехи ячӗ — Смирно́ва Поли́на Серге́евна, качча кайиччен — Ха́нова; ҫур. 1986 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ, Çĕн Çĕпĕр) — Раҫҫей юрӑҫи, «Пелагея» ушкӑнӑн никӗслевҫи тата солисчӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2020), Ингушети Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2014).
Вырӑс халӑх юррисене, романссене тата автор хайлавӗсене, ҫавӑн пекех тӗрлӗ халӑхсен (испан, португал, грузин, узбек, тутар т. ыт.) этника юррисене шӑрантарать.
Пурнӑҫӗ
Малтанхи ҫулӗсем
Пелагея амӑшӗ, Светлана Ханова, — унччен джаз юрӑҫи пулнӑ. Сасси ҫухалнӑ хыҫҫӑн вӑл театр режиссерӗ пулса ӗҫленӗ тата Ҫӗнҫӗпӗрте режиссурӑпа актер ӑсталӑхне вӗрентнӗ, каярахпа хӗрӗн ушкӑнӗн продюсерӗ тата режиссерӗ пулса тӑнӑ. Малтан Пелагея Смирнова хушаматлӑ пулнӑ; Ханова — амӑшӗн юлашки упӑшкин хушамачӗ[4].
Ашшӗ-амӑшӗ хӗрне Пелагея ят парасшӑн пулнӑ пулин те, ЗАГСра ачана Полина тесе ҫырнӑ. Паспорт илнӗ чухне йӑнӑша тӳрлетнӗ. Пелагея ятпа юрӑҫӑн асламӑшӗ ҫӳренӗ[5]. Тӑватӑ ҫулта вӑл пӗрремӗш хут сцена ҫине тухнӑ[6].
Сакӑр ҫулта Пелагея Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти патшалӑх консерваторийӗ ҫумӗнчи Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти ятарлӑ музыка шкулне (колледжа) экзаменсӑрах вӗренме кӗнӗ, ҫапла вара шкулӑн 25 ҫулхи кун-ҫулӗнче пӗрремӗш вокал енӗпе вӗренекен пулса тӑнӑ. Тӑхӑр ҫулта вӑл «Калинов Мост» ушкӑн ертӳҫипе Дмитрий Ревякинпа паллашнӑ, лешӗ вара Мускава «Ирхи ҫӑлтӑр» конкурсра хутшӑнма унӑн видеокассетине ярса панӑ. Ун чухне телекаларӑмра фольклор блокӗ пулман пирки, Юрий Николаев ӑна «Ирхи ҫӑлтӑр» ҫӗнтерӳҫисен конкурсне хутшӑнма сӗннӗ, унта вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ тата «1996 ҫулхи Раҫҫейри чи лайӑх халӑх юррин юрӑҫи» ята тивӗҫнӗ[6][7].
Вуннӑра чухне вӑл Feelee Records фирмӑпа контракт алӑ пуснӑ та Мускава куҫса кайнӑ. Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ Институчӗ ҫумӗнчи музыка шкулӗнче, ҫавӑн пекех музыкапа хореографие тарӑннӑн вӗренекен 1113-мӗш шкулта ӑс пухнӑ[8]. «Ҫӗпӗрӗн ҫамрӑк пултарулӑхӗсем» фонд стипендиачӗ. ПНО «Планета ҫӗнӗ ячӗсем» тӗнчери программине хутшӑнаканӗ.
Карьера пуҫламӑшӗ
1997 ҫулта Пелагея Мускавӑн 850 ҫул тултарнине халалланӑ уявра юрланӑ. Ҫав ҫулхинех вӑл Ҫӗнҫӗпӗр патшалӑх университечӗн КВН командин пайташӗ тата КВН историйӗнчи чи ҫамрӑк хутшӑнаканӗ (каярахпа ку рекорда ҫӗнетнӗ) пулса тӑнӑ. 1998 ҫулта Татьяна Дьяченко чӗннипе Раҫҫей, Германи тата Франци пуҫлӑхӗсен саммитӗнче юрланӑ[6].
1999 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мстислав Ростропович чӗннипе Эвьянри музыка фестивалӗнче Евгений Кисинпа, Рави Шанкарпа, Паата Бурчуладзепе тата Би Би Кингпа пӗрле хутшӑннӑ. Франци прессине панӑ интервьюра Галина Вишневская ун чухне Пелагея ҫинчен «тӗнчери опера сценин пуласлӑхӗ» тесе каланӑ.
14 ҫулта Пелагея шкултан экстернпа вӗренсе тухнӑ та РАТИ-не эстрада уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. 2005 ҫулта ӑна хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ[9]. Ҫав вӑхӑтрах «Пелагея» ушкӑна йӗркеленӗ[10].
Телевидени тата проектсем
2004 ҫулта «Есенин» сериалта эпизодри роле вылянӑ. 2009 ҫулта Дарья Мороз актрисӑпа пӗрле «Икӗ ҫӑлтӑр» телешоуӑн виҫҫӗмӗш сезонне хутшӑннӑ[11]. Ҫав ҫулхинех «Чартова дюжина» хит-парадра «Солистка» номинацире ҫӗнтернӗ. 2010 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Бобби Макферринӑн «Боббл» вокалпа импровизаци оперин Раҫҫейри постановкине хутшӑннӑ.
Ингушетия Республикин пуҫлӑхӗ Юнус-бек Евкуров 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн Пелагейӑна «Ингушетия Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ятпа чысланӑ.
2015 ҫулта КВНа («Сасӑлакан КиВиН 2015») жюри пайташӗ пулса таврӑннӑ. Пӗрремӗш Раҫҫей наци музыка премийӗн «Чи лайӑх фолк-юрӑҫ» номинацийӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ[12].
2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе Пелагейӑна «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ятпа чысланӑ.
2025 ҫулта «Интервидени-2025» тӗнчери музыка конкурсӗн элчи пулма суйланӑ[13].
Дискографи
Ӑнлантарусем
- ^ Deutsche Nationalbibliothek, Staatsbibliothek zu Berlin, Bayerische Staatsbibliothek, Österreichische Nationalbibliothek Record #135360943 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
- ^ Пелагея и Иван Телегин официально развелись — 2020.
- ^ http://www.pelagea.ru/biography
- ^ Бирюков С. Пелагея: «На телевидении и без меня тесно». Труд (21 кӑрлачӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ Пелагея. Народный рок-н-ролл. Fuzz (17 утӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Вундеркинды. Телефильм. ООО «Альфа-фильм». Канал «Россия». Автор сценария — Юлия Семёнова, режиссёр — Илья Цветков, 2006.
- ^ Пелагея Ханова - Биография - Рождение фолк-этно-рок певицы и создание группы. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Муравьёва О. Пелагея: «Я слушаю бабушек — поют они круто!» Молодёжная Москва (21 раштавӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи акан 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Новости официального сайта. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Пелагея, певица. Lenta.ru (1 нарӑсӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Пелагея, Даша и Аксюта: хроника «позора». nneformat.ru (8 ҫӑвӑн 2009). Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Первая российская национальная музыкальная премия (10 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Интервидение 2025. Telegram. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
Каçăсем
- «Пелагея» официаллă сайчĕ
- Пелагея Discogs.com сайтĕнче
- Акимова К.С. Пелагея Ханова: творческий портрет фольклорной певицы // Этнос. Культура. Молодежь. Сборник материалов XVI межвузовской научной студенческой конференции с международным участием. — Смулен, 2013. — .
- Пелагея 2011 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ. в энциклопедии «Сибирь-матушка»