Долописем (Dolopians) — авалхи грек пирачĕсем, çаплах вĕсене скирисем, пирĕн эрăччен VI ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Скирос утрав çинче пурăннă. Вĕсем Эгей тинĕсĕнче алхаснă.
Пирĕн эрăччен 478 çулта долописем çаратса чуралăха лекнĕ грек сутăçĕсем тараççĕ те Симонран — афин флочĕн тинĕс çарпуçлăхĕнчен — хута кĕме ыйтаççĕ. Пирĕн эрăччен 476 çулта Симон салтакĕсем Скирос çине тапăнаççĕ те утрава туртса илеççĕ, скирисене хăйсене чурана сутса яраççĕ.
Букaнир (акăлч.— buccaneer) — акăлчан флибустьeрĕ. Акăлчансем «флибустьeр» сăмаха çавăрса калама хĕн пулнипе, хăйсен «букaнир» — buccaneer — сăмахĕпе усă курнă, мĕне çак палăрту кăтартать, хăйсем те чухламан.
Флибустьер — XVII ĕмĕрти тинĕс вăрă-хурахĕĕ, ытларах енĕпе, испан карапĕсене, вĕсен Америкăри колонисене çаратнă. Сăмахĕ голланди «vrijbuiter» — «пайтисене (трофейсене) туртса илекен», мĕншĕн тесен Сан-Доминго (испансем хыççăн) пурăнакансем Нидерландăран куçса килнĕ пулнă. Францилле çак сăмах «flibustier» пулать.
Привaтир (акăлч.— privateer) — акăлчанла капер сăмаха пĕлтерет. Вăтам ĕмĕрсенче икĕ терминпа та усă курнă. «Привaтир» сăмаха хут çине пĕрремĕш 1664 çулта çырнă.