Пускепалис Сергей Витауто

Сергей Витауто Пускепалис (15.4.1966, Курск — 20.9.2022, Ростов) — раççей кино актёрĕ.

Биографи

Сергей Пускепалис 1966 çулта акан 15-мешĕнче Курскра çуралнă. Ашшĕ — литовец, амăшĕ — пăлхар хĕрĕ, Молдава ССР çуралнăскер. Пăлхар чĕлхипе калаçман, литвалла ача чухне пупленĕ — ашшĕ Витаутас тăтăшах ывăлне Каунаса мамакăшĕ патне каникула кайса янă.

1980 çулта килйышĕпех Сарăту хулине куçса кайнă.

1985 çулта Сарăтури театр вĕрентешĕвĕнче (Юрий Киселёвăн курсĕ) ăсталăха туптанă. Кайран Североморскра, ССРП Тинĕс-çар флотĕнче, виçĕ çул хĕсметре тăнă.

1988 çулта флотран 1-мĕш статьяри старшина хисепĕпе Сарăтăва таврăннă. Вунă çул ытла Сарăтури, Ю. П. Киселёв ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче ĕçленĕ. Театр вĕрентешĕвĕнче пĕрле пĕлӳ пухнă Эльвира Данилинăна (1965 çулта авăнăн 29-мĕшĕнче Сарăтура çуралнă), качча илнĕ.

Фильмографи

Каҫӑсем