Пущино

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Хулана Ока-çинчи-Пущино теççĕ. Ока юханшыв сылтăм енче вырнаçнă, Мускавран кăнтăр еннеле 120 çухрăм, 20 çухрăмран- Серпухов хули. Пущино хулине хирĕçле, Ока юханшыв тепĕр енче, Приокско-Террасный биосфера упранăвĕ. 1966 çултанпа Раççейĕн наукăсен академиин тĕпĕсенчен пĕри. Паллă биологи тĕпчевçисен тĕпĕ пулать. Хулара 9 РАН наукăпа тĕпчев институчĕсем. Хула халăхĕ— 20,1 пинĕ çын (2005).

Академи институчĕсем

  • Белок Институчĕ (ИБ РАН)
  • Клетка биофизикин Институчĕ (ИБК РАН)
  • Г. К. Скрябин ячĕллĕ микроорганизмсен биохимипе физиологи Институчĕ (ИБФМ РАН)
  • Биологи математикин ыйтусен Институчĕ (ИМПБ РАН)
  • Биологи тĕп ыйтусен Институчĕ(ИФПБ РАН)
  • Физика, хими тата биологи ыйтусен почвоведени Институчĕ (ИФХиБПП РАН)
  • Теорипе экспериментлă биофизика Институчĕ (ИТЭБ РАН)
  • М. М. Шемякин тата Ю. А. Овчинников академиксем ячĕллĕ биоорганикăллă хими Институчĕн уйрăмĕ (ФИБХ РАН)
  • Биологи валли прибор тăвакан Институчĕ, с опытным производством (ИБП РАН)
  • П. Н. Лебедев ячĕллĕ Физика Институчĕн Астрокосмос тĕплĕхĕн Пущинăри радиоастрономи обсерваторийĕ (ПРАО АКЦ ФИАН)

Çавăн пекех пăхăр

1996 çулта Пущинăра «Стек» компанинче Рамблер шырав системин пĕрремĕш версине шутласа кăларнă.

Вуламалли

Каçăсем

  • www.pushchino.ru