Пярнумаа
Географи
Территорин ҫуррине яхӑн вӑрман йышӑнать. Пярну юханшыв юхса иртет. Уес шутне Кихну тата Манилайд утравсем кӗреҫҫӗ. Соомаа наци паркӗн пӗр пайӗ кунта вырнаҫнӑ, ҫавӑн пекех Нигула заповедникӗ пур.
Пярнумаа уесӗн лаптӑкӗ — 5418,85 км2.
Халӑх йышӗ
Пярнумаа уесӗнче пурӑнакансен шучӗ статистика департаменчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх (кашни ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне):
| 2018 | 2019 | 2020 | 2021 | 2022 | 2023 |
|---|---|---|---|---|---|
| 85 756 | ↗ 85 938 | ↗ 86 185 | ↘ 85 760 | ↘85 705 | ↗ 87 418 |
Административлӑ-территориллӗ пайланӑвӗ
Уес шутне 1 хула-муниципалитет тата 6 вулӑс кӗрет:
Хӑй тытӑмлӑ хула:
Вулӑссем:
2018 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уес управисене тата ҫавӑн пекех Эстонири уес старейшинисен должноҫӗсене пӑрахӑҫланӑ. Вӗсен тивӗҫӗсене патшалӑх учрежденийӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсем туса пыраҫҫӗ.
2017 ҫулхи администрациллӗ-территориллӗ реформӑччен уес шутне 19 хӑй тытӑмлӑх кӗнӗ: 2 хула муниципалитечӗ, 15 вулӑс тата 1 поселок вулӑсӗ.
Хула муниципалитечӗсем:
Вулӑссем:
- Аре
- Аудру
- Варбла
- Вяндра (вулӑс)
- Кихну
- Коонга
- Пайкусе
- Саарде
- Сауга
- Сурью
- Тахкуранна
- Тоотси
- Тори
- Тыстамаа
- Халинга
- Хяэдемеэсте
Поселок вулӑсӗ:
Истори
Уес территоринче Эстонире авалхи ҫын каннӑ вырӑна (чул ӗмӗрӗ) тупнӑ.
Туризм
Уесра ют ҫӗршыв турисчӗсем канма юратаҫҫӗ.