Пӑлан кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Пӑлан кунӗ
Naryan-Mar reindeer.jpg
Тӗсӗ Професси уявӗ
Йӗркеленӗ 1932 ҫулта
Палӑртаҫҫӗ кашни ҫул
Кун ҫурла, 2
Уявлани Ненец автономи округӗ, Коми Республики

Пӑлан кунӗНенец автономи округӗнче тата Коми Республикинче пӑлан ӗрчетекенсен професси уявӗ. Ильин кунӗпе пӗр кунах ҫурлан 2-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Пӑлан кунне пӑлансен ҫуллахи кӗтӳ ҫӳретмелли вӑхӑчӗ вӗҫленнине вӗсене хӗллехи кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсене куҫарнине халалласа уявлаҫҫӗ.

1932 ҫултанпа уява ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. 1958 ҫултан пуҫласа 1994 ҫулччен уяв Пӑлан ӗрчетекен кунӗ ятлӑ пулнӑ, (Ямалпа Ненец автономи округӗнче вӑл халӗ те ҫавнашкал ятлӑ). Пӑлан кунне уявламалли официаллӑ кунне — ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшне — 2007 ҫулта ҫирӗплетнӗ.

Уява вӑрах вӑхӑт хушши ирттернӗ май уява ирттермелли йӑлана кӗнӗ вырӑнсем ҫирӗпленнӗ. Пӑлан кунне уявланӑ чухне яланах ирттерекен пай — пӗрремӗш ҫурҫулти ӗҫе пӗтӗмлетсе савӑнӑҫлӑ пуху ирттерни, унта пӑлансен пӑруланнин кӑтартӑвӗсене, ҫитӗннӗ пӑлансемпе пӑрушсен шутне мӗн чухне упраса хӑварма май килнине пӗтӗмлетеҫҫӗ. Пӑлан кунӗнче ҫавӑн пекех патшалӑх влаҫӗн органӗсен ертӳҫисем пӑлан ӗрчетекенсемпе ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Хӑш чухне Пӑлан кунӗпе ҫыхӑнтарса ытти сӑвӑнӑҫлӑ мероприятисене те (туйсем ирттерни, юбилейсене палӑртни, шурсухалсене чыслани т. ыт. те) йӗркелеҫҫӗ.

Уяв вӑхӑтӗнче пӑлан ӗрчетекенсен вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑмалли вырӑнсенче — стойбищӗсенче — наци спорт тӗсӗсемпе ӑмӑртусем иртеҫҫӗ, ҫынсем ҫурҫӗр енчи нумай енлӗ кӗрешӳпе, пӑлан кӳммисене кӳлсе ӑмӑртассипе, наци кӗрешӗвӗпе ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑйсен юрри-ташшисемпе савӑнтараҫҫӗ, халӑх уявра савӑнать, суту-илӳпе точкисем йӗркеленеҫҫӗ, уяв кӗрекисем иртеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫак кун пӑлан ӗрчетекенсемпе вӗсен кил-йышӗнчи ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Ненецкий автономный округ. Энциклопедический словарь / Л. Ю. Корепанова (гл. ред.). — Аванта+, 2001. — 304 с. — ISBN 5-8483-0040-2.