Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунӗ — 2018 ҫулхи ака уйӑхӗнче ООН йӗркеленӗ, универсаллӑ транспорт хатӗрӗн кунне уявлама ҫӗртмен 3-мӗшне палӑртнӑ. ООН резолюцийӗ палӑртнӑ тӑрӑх «велосипед хӑйне евӗр, авалхи историллӗ тата нумай функциллӗ транспорт хатӗрӗ, унпа икӗ ӗмӗр усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ, вӑл ансат, хаклӑ мар, шанчӑклӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса тата вырӑнлӑ транспорт тӗсӗ шутланать».
- Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунне никӗслени
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Лешек Сибилски профессор, социологи сферинчи ӑслӑлӑх кандидачӗ, Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунӗ пирки ООН резолюцине пӑхса тухтарас енӗпе питӗ анлӑ кампани йӗркеленӗ, ӑна 56 ҫӗршыв пулӑшма килӗшнӗ[1]. #June3WorldBicycleDay хӑйне евӗр шурӑ-кӑвак логотипа Исаак Фельд ӑсталанӑ, анимациллӗ ӳкерчӗке тӑвассипе Джон Э. Суонсон профессор тӑрӑшнӑ. Логотип ҫинче пӗтӗм тӗнчипе пыракан тӗрлӗ велосипедиста ӳкернӗ, логотипӑн аял пайӗнче #June3WorldBicycleDay хештега вырнаҫтарнӑ. Тӗп шухӑшӗ — велосипед пӗтӗм этемлӗхӗн пулнине, вӑл ӑна пӗтӗм енчен пулӑшнине кӑтартса парать.
- Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунӗн пӗлтерӗшӗ
Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунӗ вӑл — пӗтӗм тӗнче палӑртакан уяв, ӑна уявлама мӗнпур ҫын, вӗсен шухӑшӗсемпе кӑмӑлӗсем тӗрлӗрен пулин те, килӗшет. Велосипед этемлӗх прогресӗн символӗ шутланать, вӑл толерантлӑха аталантарма, пӗр-пӗрне ӑнланма тата тӗнче культурине аталантарма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, велосипед «ҫирӗп транспортӑн символӗ» шутланать, вӑл «климата лайӑх витӗм кӳрекен ҫирӗп потребленипе производствӑна пулӑшакан япала» пек аван сигнал парать[2]. Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунӗ нумаях пулмасть сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас тӗлӗшпе ассоциациленме пуҫланӑ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ A/RES/72/272 - R - A/RES/72/272. undocs.org. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.
- ^ United Nations. Всемирный день велосипеда | Организация Объединенных Наций (выр.). United Nations. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Всемирный день велосипеда статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |