Пӗтӗм тӗнчери уфолог кунӗ
Уяв | |
Пӗтӗм тӗнчери уфолог кунӗ | |
![]() | |
Урӑхла | НЛО кунӗ |
---|---|
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
Кун | утӑ, 2 |
Ҫыхӑннӑ | НЛО |
Пӗтӗм тӗнчери уфолог кунӗ е НЛО кунӗ — Ҫӗр чӑмӑрӗн тулашӗнчи паранормальлӗ пулӑмсене тата объектсене тӗпчекен специалистсен професси уявӗ. Ҫак куна ҫулсерен утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
«Уфологи» термин акӑлчан чӗлхинчи UFO (Unidentified Flying Object) аббревиатурӑран пулса кайнӑ, вӑл чӑваш чӗлхинче НЛО аббревиатурӑпа (пӗлсе ҫитмен вӗҫев объекчӗ) пӗр килет.
Уяв историйӗ
Уяв кунне 1947 ҫулта Нью-Мексико (АПШ) штатӗнче пулса иртнӗ ӗҫсене пула суйланӑ, ун чухне Розуэлл хулинчен инҫех мар пушхирте паллӑ мар объект персе аннӑ[1]. Ҫынсем шухӑшланӑ тӑрӑх ку ют планета ҫыннисемлӗ «вӗҫекен турилкке» пулнӑ. Апла пулин те тепӗр эрнерен ҫар ҫыннисен йышӗнчен Брейзел радиопа сӑмах тухса каланӑ, вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх унта тупнӑ япала зонд пулни пирки пӗлтернӗ, анчах вӑл ҫавах та унӑн ранчо ҫывӑхӗнче ӳкнӗ метеозонд пек япала пулманнине палӑртнӑ. Каярах, халӑха аташтарас мар тесе ку ӗҫ пирки информацие вӑрттӑнлатса хунӑ. Унтанпа Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи халӑх пӗртан икӗ ушкӑна пайланнӑ: пӗрисем пирӗн планета тулашӗнче тӑнлӑ пурнӑҫ пуррине ӗненеҫҫӗ, теприсем — ку тӗлӗшпе хирӗҫлеҫҫӗ[2].
Уявлани
Ҫак пулӑмсем уфологи историйӗн пуҫламӑшӗ пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра Пӗтӗм тӗнчери НЛО кунне халалласа Розуэллта ҫулсерен 200 пин таран хутшӑнакана пухакан фестивальсем иртеҫҫӗ, костюмланӑ шествисем тата ятарлӑ экспозицисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫак уява ытти аталаннӑ ҫӗршывсенче те паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уфолог кунӗ официаллӑ мар пулин те логика тӗлӗшӗнчен ӑнлантарса пама май ҫук пулӑмсене тӗпчекен специалистсем ӑна малашне йышӑнасса шанаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ История уфологии началась с событий 1947 года, когда житель маленького городка Розуэлл нашел странные обломки после грозы. (выр.). sputnik-georgia. Пӑхнӑ кун: 23 Ҫӗртме уйӑхӗн 2024.
- ^ 2 июля — Всемирный день НЛО . Российская государственная библиотека для слепых. Пӑхнӑ кун: 23 Ҫӗртме уйӑхӗн 2024.