Пӗтӗм тӗнчери ювелир кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери ювелир кунӗ — професси уявӗ, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ӑна пӗтӗм тӗнчери ювелир изделийӗсене проектлакан, ӑсталакан тата вӗсене юсас енӗпе ӗҫлекен ӑстасем палӑртаҫҫӗ.
Историйӗ
Уявӑн кун-ҫулӗ Раҫҫейре пуҫланнӑ — ювелирсем валли професси уявӗ кирли пирки пӗрремӗш хут 2002 ҫулта Кострома хулинче пӗлтернӗ, ку шухӑшпа «Раҫҫейӗн ылтӑн унки» фестивале хутшӑнакансем тухнӑ[1].
Пӗтӗм тӗнчери ювелир кунне 2008 ҫулта кӑна йӗркеленӗ, ку Ташкентра иртнӗ ҫамрӑк ювелирсен фестивалӗнче пулса иртнӗ[2]. Уява кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртма йышӑннӑ, ҫакӑн валли сӑлтав та тупӑннӑ — ювелир ӗҫӗн ӑстисенчен ытларахӑшӗ шӑпах кӑрлач уйӑхӗнче хӑйсем ӑсталанӑ япалисен тӑмхине регистрацилеҫҫӗ[1].
Раҫҫейре ҫавӑн пекех ювелир профессине халалланӑ регион шайӗнчи уяв та пур. Юпан 23-мӗшӗнче ӑна Саха (Якути) Республикинче палӑртаҫҫӗ, уява 2010 ҫулхи акан 26-мӗшӗнче Саха (Якути) Республикин Президенчӗ Хушу кӑларса ҫирӗплетнӗ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 31 января — Международный день ювелира: история и значение праздника. Известия (30 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
- ^ Международный день ювелира в 2024 году: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Республики Саха (Якутия) от 26 апреля 2010 г. N 1905 "О Дне работника ювелирной и алмазогранильной промышленности Республики Саха (Якутия)". Гарант (26 акан 2010). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.