Пӗтӗм тӗнчери юн донорӗн кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Карл Ландштейнер

Пӗтӗм тӗнчери юн донорӗн кунӗ — Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав ассамблейин 58-мӗш сессийӗнче, Женевӑра (WHA58.13 резолюци), 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йӗркеленӗ тӗнче шайӗнче палӑртакан кун. Ҫулсерен ҫӗртмен 14-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ.

Донор латин чӗлхинчи «donare» — «парнеле» — пулса кайнӑ. Юн донорӗсене илес пулсан реципиентшӑн час-часах ку пурнӑҫ парнеленипе танах пулса тӑрать.

Ҫак кун Карл Ландштейнер ҫуралнӑ, 1930 ҫулта ӑна ҫын юнӗн тӗрлӗ тӗсӗсене уҫнӑшӑн Нобель премипе чысланӑ.

Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери донор кунне ирттерме пуҫлассине пуҫарса яракансем тӑватӑ тӗнче шайӗнчи организаци пулнӑ — вӗсем ҫынсене хӑй ирӗкӗпе тата тӳлевсӗр юн пама чӗнсе каласшӑн пулнӑ. Ку вӑл — Хӗрлӗ Хӗреспе Хӗрлӗ Ҫуруйӑхӑн пӗтӗм тӗнчери федераци, Юн донорӗсен организацисен пӗтӗм тӗнчери федераци тата Юн ярас тӗлӗшпе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери общество.

«Юн донорӗн кунӗнчи» ҫулсеренхи темӑсем

Юн донорӗн кунӗнче иртекен мероприятисене кашни ҫулах пӗр-пӗр паллӑ тематика ҫине акцентласа ирттереҫҫӗ.

  • 2017 ҫул — «Юн парӑр. Ӑна халех парӑр. Ӑна тӑтӑшлӑх парӑр».
  • 2016 ҫул — «Юн пире пурне те пӗрлештерет».
  • 2015 ҫул — «Тавах ман пурнӑҫӑма ҫӑлнӑшӑн».
  • 2014 ҫул — «Амӑшсене ҫӑлмалли хӑрушсӑр юн».
  • 2013 ҫул — «Пурнӑҫ парнелӗр — юн донорӗ пулӑр».
  • 2012 ҫул
  • 2011 ҫул
  • 2010 ҫул — «Тӗнчешӗн ҫӗнӗ юн». Тӗллевӗ: ҫамрӑк донорсене тимлӗх уйӑрасси.

Каҫӑсем