Пӗтӗм тӗнчери ҫынсемпе суту-илӳ тунӑран шар курнисене асра тытмалли тата ҫак пулӑма пӗтермелли кун
Пӗтӗм тӗнчери ҫынсемпе суту-илӳ тунӑран шар курнисене асра тытмалли тата ҫак пулӑма пӗтермелли кун (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. International Day for the Remembrance of the Slave Trade and Its Abolition, исп. Día Internacional del Recuerdo de la Trata de Esclavos y de su Abolición, китай 贩卖黑奴及其废除国际纪念日, фр. la Journée internationale du souvenir de la traite négrière et de son abolition) — ҫурлан 23-мӗшӗнче палӑртакан ятарлӑ кун. Пӗтӗм тӗнчери ҫынсемпе суту-илӳ тунӑран шар курнисене асра тытмалли тата ҫак пулӑма пӗтермелли куна ЮНЕСКО Тӗп конференцийӗн 29 С/40-мӗш резолюцийӗнче пӗлтернӗ. Йышӑнӑва ҫак организацин Ӗҫтӑвкомӗн канашӗ 150-мӗш сессийӗнче йышӑннӑ 8.2 резолюцире палӑртнӑ сӗнӗве тӗпе хурса йышӑннӑ.
ЮНЕСКО ПНО членӗсене пурне те асӑнмалӑх мероприятисене хутшӑнма чӗнсе калать.
Ҫак куна 1791 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшпе 23-мӗшӗ хушшинче Санто-Доминго утрав ҫинче ҫӗрле чурасем ҫӗкленӗ пӑлхавне асӑнса суйласа илнӗ.
Каярах ҫак кунсӑр пуҫне Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ ҫавӑн пекех Пӗтӗм тӗнчери чуралӑха пула тата трансатлантика чура суту-илӗвне пула шар курнисене асра тытмалли куна палӑртассине пӗлтернӗ.