РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ

РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ — РСФСР хисеплӗ ячӗ. 1964 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йӗркеленӗ.

Учрежденисен, организацисен, ҫавӑн пекех культура, ӳнер, вӗрентӳ, полиграфи, пичет, радио тата телевидени органӗсен пысӑк шайри квалификациллӗ ӗҫченӗсене, организацисен тата культура органӗсен ӗҫне хутшӑнакан ҫынсене, культура аталанӑвӗшӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунишӗн тата культура енӗпе 15 ҫул ытла вӑй хунисене чысланӑ.

1992 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче хисеплӗ ята юлашки хут панӑ[1][2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президента РФ от 04.02.1992 № 105 «О присвоении почётного звания «Заслуженный работник культуры РСФСР» , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнчи копийӗ
  2. ^ [ РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ] — ПСЭ