РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ

РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ — РСФСР патшалӑх награди, ҫак хисепе РСФСР Аслӑ Канаш Президиумӗ панӑ тата вӑл палӑрнӑ граждансен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене патшалӑхпа общество йышӑннин пӗр форми пулса тӑнӑ. «РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ» хисепе СССРта паллӑ артистсене, композиторсене, юрӑҫсене, ҫыравҫӑсене, режиссёрсене, ӳнерҫӗсене тата ытти ӳнер ӗҫченӗсене хӑйсен уйрӑм тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн панӑ. «РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ» хисепе Владимир Мигуля, Вячеслав Добрынин, Никита Богословский пек паллӑ ҫынсем тата ытти нумай ҫын тивӗҫнӗ.

Йышӑнӑвӑн тепӗр шайӗ «РСФСР халӑх артисчӗ» хисепе парасси пулнӑ, унтан вара — «СССР халӑх артисчӗ». Хисепе 1931 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. 1992 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа мӗнпур документра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ тесе ҫырнӑ, анчах кӑкӑр ҫине ҫакмалли палла кӑшт улшӑнусемпе 1996 ҫулччен панӑ. Паллӑ ҫумне РСФСР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хутне хушса панӑ.

Темӑпа ҫыхӑннисем