Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗнче ӗҫлекенсен кунӗ
Уяв | |
Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗнче ӗҫлекенсен кунӗ | |
| |
Тӗсӗ | Професси уявӗ |
---|---|
Урӑхла | Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗн ӗҫченӗсен кунӗ |
Ҫирӗплетнӗ | 2013, ҫурла, 27 |
Йӗркеленӗ | Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви |
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
Кун | утӑ, 25 |
РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем |
Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗнче ӗҫлекенсен кунӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетӗнче ӗҫлекенсен, Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен министерствин тата Федераллӑ хӑрушсӑрлӑх службин следстви уйрӑмӗсенче тӑрӑшакансен професси уявӗ. Ҫулсерен утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уява РФ Правительстви 2013 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче кӑларнӑ 741 № Постановленийӗпе ҫирӗплетнӗ[1]. Пулӑмӑн кунне 1713 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче I Петр патша «М. И. Волконский гварди майорӗн следстви канцелярине туса хурасси ҫинчен» ятлӑ хушу кӑларнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей патшалӑхӗнче пӗрремӗш следстви органӗ йӗркеленнипе ҫыхӑнтарнӑ[2].
Професси уявӗн историйӗ
Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗсен ӗҫченӗн кунне 2014 ҫултан пуҫласа, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин 2013 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче кӑларнӑ 741 №-лӗ «Раҫҫей Федерациийӗн следстви органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн палӑртаҫҫӗ.
Право тӗпчекен ӑсчахсем пуҫарнӑ малтанхи следствин пӗрлехи органне туса хумалли ҫинчен дискусси иртнӗ ӗмӗр варринчех пуҫланнӑ, ҫакӑн пирки хальхи вӑхӑтра та пӗрре кӑна мар тухса каланӑРаҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен министерствинче, Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ хӑрушсӑрлӑх службинче, Раҫҫей Федерацийӗн наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службинче ырланӑ.
Уяв кунӗ валли суйланӑ дата 1713 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче I Петӗр патша «М. И. Волконский гварди майорӗн следстви канцелярине туса хурасси ҫинчен» ятлӑ хушу кӑларнипе ҫыхӑннӑ, ҫак следстви канцелярийӗн ертӳҫи пулма Семёновски полкӑн гварди майорне Михаил Иванович Волконскийне лартнӑ пулнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Серов Дмитрий Олегович палӑртнӑ тӑрӑх «Майор» ятлӑ пулса тӑнӑ следстви канцелярийӗ Раҫҫейре патшана тӳрремӗн пӑхӑнса тӑракан пӗрремӗш патшалӑх органӗ пулса тӑнӑ, унӑн малтанхи следстви ирттерме май паракан полномочисем пулнӑ[4][2].
«Майор» ятлӑ следстви канцелярисем тӳрремӗн I Петӗре пӑхӑнса тӑнӑ, вӗсем коррупципе ҫыхӑннӑ чи хӑрушӑ ӗҫӗсене тӗпченӗ. Вӗсен шутне патшалӑха палӑртакан тӗп паллӑсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан айӑпсем кӗнӗ: сӗтев илни, хыснаран вӑрлани, службӑра суйни, ултав. Императора ҫеҫ пӑхӑнса тӑракан следстви органӗсем пысӑк должноҫри ҫынсем тӗлӗшпе тӗрӗс хаклама, объективлӑ пулма пултарнӑ.
«Раҫҫей Федерациийӗн Следстви комитечӗ ҫинчен» Федерацин саккунӗ, 300 ҫулхи тапхӑра илес пулсан, тепӗр хут следстви органӗсен аталанӑвӗн модельне I Петӗр патша шухӑшласа хунӑ идейӑсем патне тавӑрнӑ[5]. Ҫак документ комитет ӗҫ-хӗлне патшалӑх пуҫлӑхӗ пурнӑҫланине палӑртса хӑварнӑ. Хальхи вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗ нихӑш патшалӑх влаҫ органӗсен шутне те кӗмест.
2013 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче ҫӳлерех асӑннӑ хушӑва кӑларнӑранпа 300 ҫул ҫитни Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн ведомство чыслакан наградӑсен йышне ӳстерме май туса панӑ, ҫӗнӗ медаль йӗркеленӗ (Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн 2013 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнчи «Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн «Раҫҫейри пӗрремӗш следстви канцелярийӗ 300 ҫулта» астӑвӑм медальне йӗркелесси ҫинчен» 39 №-лӗ хушӑвӗ).
Уява уявлассин йӑлисем
Вӑй структурисен ытти професси уявӗсенни пекех, Раҫҫейри следстви органӗсен кунӗ ӑна ирттермелли йӑла-йӗрке тӗлӗшӗнчен пуянах мар. Тӗп мероприяти Следстви комитечӗн вырӑнти следстви управленийӗнче иртет, унта мӗнпур вӑл е ку енчен палӑрнӑ сотрудниксене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсене мухтав хучӗсемпе тата ведомство наградисемпе чыслаҫҫӗ. Следстви комитечӗн икӗ теҫеткене яхӑн медальсемпе паллӑсем пур, вӗсен шутне Раҫҫейри пӗрремӗш следстви канцелярийӗ 300 ҫул тултарнине халалланӑ астӑвӑм медалӗ те пур.
Следстви органӗсенче ӗҫлекенсенчен чылайӑшӗ уява ӗҫ вырӑнӗнче паллӑ тума кӑмӑллать. Тивӗҫлисене ҫак кун должноҫри ят-сума ӳстереҫҫӗ. Тӗрлӗ ведомствӑра ӗҫлекенсем хушшинче спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
- Раҫҫей Федерацин следстви комитечӗ
- «Раҫҫейри пӗрремӗш следстви канцелярийӗ 300 ҫулта» медаль
- Раҫҫей Федерацин Следстви комитечӗн наградисем
Ӑнлантарусем
- ^ 25 июля - День сотрудника органов следствия Российской Федерации. Региональное Духовное Управление Мусульман Оренбургской области.
- ^ 1 тата 2 25 июля – День сотрудника органов следствия Российской Федерации. Следственный комитет Российской Федерации по Республике Коми.
- ^ Инициативы «ЯБЛОКА» по реформе следственных органов. Тĕрĕсленĕ 9 Раштав уйӑхӗн 2013.
- ^ НОВОСТИ И АНОНСЫ. çăлкуçран архивланă 12 Раштав уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 9 Раштав уйӑхӗн 2013.
- ^ Федеральный закон Российской Федерации от 28 декабря 2010 г. N 403-ФЗ "О Следственном комитете Российской Федерации". Тĕрĕсленĕ 9 Раштав уйӑхӗн 2013.
Информаци ҫӑлкуҫӗсем
- Строгович М. С. О дознании и предварительном следствии и о «едином следственном аппарате» // Социалистическая законность. 1957. № 5. С. 21;
- Голяков И. Т. О едином следственном аппарате и функциях Министерства юстиции // Советская юстиция. 1957. № 7. С. 8—11;
- Митричев С. О едином следственном аппарате // Известия. 1957. 2 июля;
- Тикунов В. С. О дальнейшем совершенствовании предварительного следствия // Советское государство и право. 1965. № 6. С. 9;
- Истина… И только истина! Пять бесед о судебно-правовой реформе. М., 1990. С. 275;
- Трубин Н. С. Прокуратура должна заниматься своим делом // Социалистическая законность. 1991. № 3. С. 8, 14;
- Деришев Ю. В. Проблемы организации досудебного производства по УПК РФ: моногр. Омск, 2003;
- Постановление Правительства Российской Федерации от 27 августа 2013 г. № 741 «О дне сотрудника органов следствия Российской Федерации»;
- Приказ Следственного комитета Российской Федерации от 21 июня 2013 г. № 39 «Об учреждении памятной медали „300 лет первой следственной канцелярии России“»;
- Указ Петра I «О создании следственной канцелярии гвардии майора М. И. Волконского» от 25 июля 1713 года. (Оригинал документа хранится в Российском государственном историческом архиве. Фонд 1329. Опись 1. Книга 27. Лист. 1.);
- Проект Федерального закона «Об органах предварительного следствия в Российской Федерации»;
- Федеральный закон Российской Федерации от 28 декабря 2010 г. № 403-ФЗ «О Следственном комитете Российской Федерации».
Вуламалли
- Серов Д. О. Гвардейцы-криминалисты Петра I: Из истории организации и деятельности «майорских» следственных канцелярий (1713—1723 гг.) // Ораниенбаумские чтения: Сб. научных статей и публикаций. СПб., 2001. Вып. 1.;
- Монахов А. А., Серов Д. О. У истоков следственного аппарата России // материалы Международной научно-практической конференции: Сб. научных статей и публикаций. М., 2013. Ч. 1. С. 286—291.;
- Серов Д. О., Монахов А. А. Зарождение следственного аппарата России (1713—1717 гг.) // Вестник Следственного комитета РФ. 2013, № 4.;
- Серов Д. О., Аверченко А. К. Вневедомственный следственный аппарат России: замыслы и реальность // Журнал российского права. 2005, № 10. С. 122—127.
- Монахов А. А. Руководитель первой следственной канцелярии России гвардии майор М. И. Волконский: линия судьбы // Труды Пятой Международной научно-практической конференции «Война и оружие. Новые исследования и материалы». СПб., Ч. 3. С. 238—254.
Каҫӑсем
- Публикация Постановления Правительства Российской Федерации от 27 августа 2013 г. № 741 «О Дне сотрудника органов следствия Российской Федерации» в «Российской газете» (выр.);
- Тӑван ҫӗршыври пуҫламӑш тӗпчев органӗсене йӗркеленин историйӗ (выр.);
- Пуҫламӑш следствин тӑван ҫӗршыври концепци йӗркеленни тата аталанӑвӗ (выр.).