Республика (хаçат)
Республика», — Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн хаçачĕ[1].
Кун-çулĕ
1996 çулхи пушăн 8-мĕшĕнче тухма тытăннă. Ун чухне ун тиражĕ 9 пине çитнĕ пулнă.
Хальхи вăхăтра хаçат 1700 экземплярпа юнкунсерен тухать. Хаçат редакторĕ пулса тĕрлĕ вăхăтра В.Н. Петров, Н.А. Галкин, Л.Л. Васильев, В.Н. Алексеев пулнă. Паянхи кун вара ку ĕçе Лидия Михайлова, паллă журналист, çыравçă туса пырать.