Роберт Олдрич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Роберт Олдрич
What Ever Happened to Baby Jane? (film) 1962 - Production photo. Robert Aldrich, Bette Davis.jpg
Çуралнă чухнехи ят акăл. Robert Burgess Aldrich
Çуралнă вăхăт 1918 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ(1918-08-09)[1][2][…]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1983 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ(1983-12-05)[1][2][…] (65 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Ачисем Q55683002?
Премисемпе чысланисем
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Роберт Бёрджесс Олдрич (1918 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ, Кранстон, Род-Айленд, АПШ1983 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ, Лос-Анджелес, Калифорни, АПШ) — американ кинорежиссёрӗ, сценарисчӗ тата кинопродюсерӗ. «Чупту мана вӑйлӑ», «Беби Джейнпа мӗн пулнӑ?» тата «Таса мар дюжина» пек фильмсемпе паллӑ. 1975–1979 ҫулсенче Америка режиссёрӗсен Гильдийӗн президенчӗ пулнӑ.

Роберт Олдрич Кранстонра (Род-Айленд), Эдвард Б. Олдрич хаҫат хуҫин ҫемьинче ҫуралнӑ. Америка обществинчи аван пурӑнакансен шутне кӗнӗ: аслашшӗ — сенатор, куккӑшӗ — Лондонри элчӗ, иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ — Нельсон Олдрич Рокфеллер миллионер. Провиденсри Moses Brown School шкулта, Род-Айленд шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Виргини университетӗнче экономикӑна вӗреннӗ. 1941-мӗш ҫулта RKO Radio Pictures-ра ӗҫлес тесе вӗренӗве пӑрахнӑ, ҫакна пула ҫӳллӗ пукансем йышӑнакан тӑванӗсемпе хирӗҫсе кайнӑ — вӗсем кунашкал хӑтланӑва пӗрре те ырласшӑн пулман.

Режиссёр ассистенчӗ пек Жан Ренуар, Джозеф Лоузи тата Чарли Чаплин патӗнче картина ӳкернӗ ӗҫе хутшӑннӑ. 1950-мӗш ҫулсенче телекуравра режиссёр пулса ӗҫлет, ҫав вӑхӑтра вӑл хӑйӗн пӗрремӗш тулли метражлӑ «Пысӑк шайри союзник» фильма ӳкерет. Ҫак тапхӑрти картинӑсенче режиссёр автор кинематографийӗн сайра тӗл пулакан мелсемпе усӑ курать, хайлавсене вӑл либераллӑ тата гуманистикӑллӑ тӗлӗшӗнчен тултарать. Вӗсен шутӗнче — «Чупту мана вӑйлӑ» нуар-классика, Клиффорд Одетсӑн «Пысӑк ҫӗҫӗ» пьесин киноадаптацийӗ тата «Атака» ҫар драми. Режиссёр ҫавӑн пекех жанрлӑ кинора ӗҫлет — 1954 ҫулта экрансем ҫине «Апач» тата Берт Ланкастер ӳкерӗннӗ «Веракрус» вестернисем тухаҫҫӗ. 1959 ҫулта Олдрич Берлинта иртекен Тӗнче шайӗнчи 9-мӗш кинофестивалӗн жюрине ертсе пырать.

1960-мӗш ҫулсенче тупӑшлӑ темиҫе фильм ӳкернӗ — «Беби Джейнпа мӗн пулнӑ?» тата «Шӑпрах, шӑпрах, чунӑмҫӑм Шарлотта» триллерсем, ҫавӑн пекех «Джордж аппӑшне вӗлерни» тата «Таса мар дюжина». Юлашки фильм тупӑш енчен ӑнӑҫлӑ пулни режиссёра хӑйӗн никама пӑхӑнман киностудине йӗркелеме хавхалантарнӑ, анчах темиҫе проект ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ хыҫҫӑн вӑл Голливуд кинопроизводствине таврӑннӑ. Гуманизм темине режиссёр пӑрахман, ҫакӑ унӑн каярахри картинисене палӑрать — «Чи вӑрӑм ярд» спорт драми тата «Ульзана пырса кӗни» драма. Иккӗмӗшӗнче вӑл Америка обществи Граждан вӑрҫи хыҫҫӑн АПШ-ри кӑк халӑха дискриминацилени пирки каласа панӑ.

Олдрич икӗ хутчен авланнӑ. Гарриет Фостерпа (1941—1965) пӗрле вӑл тӑватӑ ача пӑхса ӳстернӗ. 1966 ҫулта, Фостерпа уйрӑлнӑ хыҫҫӑн, вӑл Сибил Зигфрид манекенщицӑна качча илнӗ.

Кинематографипе 1981 ҫулта ӗҫлеме пӑрахнӑ, тепӗр икӗ ҫултан хӑйӗн килӗнче, Лос-Анджелесра (АПШ), 65 ҫул тултарсан, пӳре ҫителӗксӗр ӗҫленине пула вилнӗ[3].

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Режиссёр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Продюсер[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 Robert Aldrich // Encyclopædia Britannica (англ.)
  2. ^ 1, 2 Robert Aldrich // filmportal.de — 2005.
  3. ^ Robert Aldrich > Biography — AllMovie. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.