Россум Гвидо ван

Гвидо ван Россум (гол. Guido van Rossum; ҫур. 1956 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Харлем[d]) — голланд программисчӗ, тӗпрен илсен Python программӑламалли чӗлхенн авторӗ пек паллӑ. Python аталантаракансем хушшинче Гвидо проектӑн «ӗмӗрлӗх ырӑ кӑмӑллӑ диктаторӗ» (BDFL) пек паллӑ[4], ку вӑл Python аталану процессне сӑнаса тӑнине тата кирлӗ чухне юлашки йышӑнусем тунине пӗлтерет. 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа диктатор тивӗҫне яланлӑха пӑрахӑҫланӑ, хӑйӗншӗн ахаль программист пек юлма право хӑварнӑ.

Python чӗлхине шутласа кӑлариччен программист пулма вӗрентекен чӗлхене — ABC — хатӗрлемелли проектра хутшӑннӑ. 2001 ҫулхи «Free Software Award» лауреачӗ.

2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Google корпорацийӗнчен кайса[5], 2013 ҫултанпа Dropbox Inc компанире ӗҫленӗ[6], унтан 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пенсие тухнӑ[7]. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тава тивӗҫлӗ инженер (Distinguished Engineer) должноҫӗнче Microsoft корпорацийӗн программистсен уйрӑмӗпе (Developer Division) пӗрлешнӗ[8].

Пурнӑҫӗ

Ван Россум Нидерландра ҫуралса ӳснӗ. 1974 ҫулта Тӗнче шайӗнчи математика олимпиадинче бронза медале ҫӗнсе илнӗ[9]. 1982 ҫулта «математика тата информатика» специальноҫпе Амстердам университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ тӗпчев институчӗсенче ӗҫленӗ, ҫав шутра голландсен Математика тата информатика центрӗнче (Амстердам), Стандартсен тата технологисен наци институтӗнче (АПШ) тата Corporation for National Research Initiatives организацинче (АПШ).

2005 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ван Россума Google компанине ӗҫе илнӗ[10], унта вӑл Python-ри кодсене рецензилемелли Mondrian веб-приложени хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех Google компани Google App Engine сайтсен тата web-приложенисен хостинг сервисне хатӗрлес ӗҫе хастар хутшӑннӑ. 2012 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ унӑн Google компанийӗнчи юлашки ӗҫ кунӗ пулнӑ[11]. 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Dropbox-ра ӗҫлеме пуҫланӑ.

2018 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче ван Россум Python программӑламалли чӗлхене хатӗрлекен проектӑн «ӗмӗрлӗх ырӑ кӑмӑллӑ диктаторӗн» (BDFL) вырӑнӗнчен каяс шухӑш пурри пирки пӗлтернӗ[12].

2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Dropbox компанирен кайса пенсие тухнӑ.

2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Microsoft компанин программистсен уйрӑмӗпе пӗрлешес йышӑнӑвӗ ҫинчен пӗлтернӗ[13].

Харпӑр пурнӑҫӗ

Гвидо ван Россум — Юст ван Россум (гол. Just van Rossum) шрифт дизайнерӗн тата программистӑн пиччӗшӗ. Юст «Python Powered» логотипра усӑ куракан шрифта хатӗрленӗ.

Белмонтра (Калифорни)[14] хӑйӗн арӑмӗпе Ким Кнаппа (Kim Knapp) (вӗсем 2000 ҫулта мӑшӑрланнӑ) тата Орлейн ывӑлӗпе (2001 ҫ. ҫур.) пурӑнать[15]. Унӑн кӑмӑллакан ӗҫӗсен шутӗнче — ҫуран ҫӳресси, велосипедпа ярӑнасси тата кайӑксене сӑнасси.

Microsoft-ри ӗҫхӗлӗ

2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пенсире ларма «кичем» пулнипе, ван Россум тава тивӗҫлӗ инженер (Distinguished Engineer) должноҫӗпе Microsoft корпорацин программистсен уйрӑмӗпе (Developer Division) пӗрлешнӗ. Microsoft-ра вӑл проект суйламалли ирӗклӗх илнӗ тата Python-ӑн эталонлӑ реализацийӗн — CPython — тухӑҫлӑхне ӳстерес ӗҫе пуҫӑнма йышӑннӑ[16].

2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Python чӗлхин саммитӗнче (PyCon Language Summit) вӑл «Faster CPython» проекта хута яри пирки пӗлтернӗ[17]. Microsoft вӑл ертсе пынипе ӗҫлекен инженерсен пӗчӗк ушкӑнне (унӑн шутне Марк Шеннон программист та кӗнӗ) укҫа-тенкӗ енчен тивӗҫтернӗ[18]. Проектӑн вӑраха тӑсӑлакан тӗллевӗ — темиҫе релиз хушшинче CPython-а пилӗк хут хӑвӑртлатасси[19].

Командӑн малтанхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене 2022 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тухнӑ Python 3.11 версие кӗртнӗ[20]. Специализациленекен адаптивлӑ интерпретатора (PEP 659)[21] тата ытти оптимизацисене ӗҫе кӗртнӗ пирки чӗлхе тухӑҫлӑхӗ 3.10 версипе танлаштарсан 10-60 % ӳснӗ[20]. Python 3.12 версире (2023 ҫулхи юпа уйӑхӗ) малалла лайӑхлатнӑ, ҫав шутра цикл-сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене кӗртнӗ (PEP 709), ку вӑл хӑш-пӗр чухне вӗсене пурнӑҫламалли хӑвӑртлӑха икӗ хут ӳстернӗ, тата кашни субинтерпретаторшӑн GIL патне куҫарнине хушнӑ (PEP 684), ку чӑн нумай юхӑмлӑ параллелизм валли тунӑ утӑм пулса тӑнӑ[22][23].

2024 ҫулта Python 3.13 (2024 ҫулхи юпа уйӑхӗ) тухнӑ, ку самай паллӑ ӗҫ пулса тӑнӑ, унта икӗ тӗп эксперименталлӑ ҫӗнӗлӗх палӑрнӑ[24]. Пӗрремӗшӗнчен, пурнӑҫланӑ вӑхӑтра байт-кода машинӑлла кода куҫаракан никӗслӗ JIT-компилятор кӗртнӗ. Ван Россум JIT никӗсӗнчи ҫӗнӗ оптимизаторӑн авторсенчен пӗри шутланать[25]. Иккӗмӗшӗнчен, интерпретатора интерпретаторӑн глобаллӑ блокировкинчен (free-threaded CPython) ирӗклӗн пухмалли май хушнӑ, ку вӑл кода процессорӑн темиҫе тӗшшинче тулли параллеллӗн пурнӑҫлама ҫул уҫать[26]. Команда Python 3.14 версинче JIT-компилятора лайӑхлатас тата GIL ҫук режимри тухӑҫлӑхӗ енӗпе ӗҫлессине малалла тӑсасшӑн[27].

Хисепӗсем

Компьютер ӑслӑлӑхне тата ирӗклӗ программа обеспеченине аталантарас ӗҫе хывнӑ тӳпишӗн Гвидо ван Россума темиҫе наградӑпа тата хисеплӗ ятпа чысланӑ:

  • 1974 — Тӗнче шайенчи математика олимпиадинче бронза медаль.
  • 2001 — Ирӗклӗ программа обеспеченийӗн фончӗ (FSF) панӑ Ирӗклӗ программа обеспеченине аталантарнӑшӑн панӑ награда, 2002 ҫулта чысланӑ.
  • 2003 — Нидерландри UNIX усӑ куракансен ушкӑнӗн NLUUG премийӗ.
  • 2006 — Шутлав техникин ассоциацийӗ (ACM) панӑ «Паллӑ инженер» (Distinguished Engineer) ят.
  • 2018 — Компьютер историйӗн музейӗн пайташӗн (Fellow) ячӗ[28].
  • 2019 — Математика тата информатика центрӗн (CWI) Дейкстра ячӗллӗ стипендиаяӗ (Dijkstra Fellow).
  • 2023 — NEC корпорацийӗн C&C премийӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Гвидо ван Россум, создатель Python, вышел с пенсии и устроился в Microsoft. Habr (12 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  2. ^ 2001 Free Software Awards. GNU Project - Free Software Foundation (16 нарӑсӑн 2002). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Guido van Rossum: Python creator whose work simplified coding. Hindustan Times (31 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  4. ^ Python Creator Scripts Inside Google (англ.). EWeek. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
  5. ^ Rachel King. Dropbox lures Python creator away from Google (англ.). ZDNet (7 раштавӑн 2012). — The creator of the Python programming language is moving away from Google and over to Dropbox. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  6. ^ Drew Houston. Welcome Guido! (англ.). Dropbox Inc. (7 раштавӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
  7. ^ Thank you, Guido (англ.). blog.dropbox.com. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
  8. ^ Guido van Rossum - Brief Bio. gvanrossum.github.io. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  9. ^ History of Python Builder Guido van Rossum. The Chief's Digest. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  10. ^ Python Creator Guido van Rossum now working at Google 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ., December 21, 2005, by Jeremy Jones — O’Reilly ONLamp Blog
  11. ^ Twitter / gvanrossum: Today’s my last day at Google. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  12. ^ [python-committers] Transfer of power (англ.). www.mail-archive.com. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ.
  13. ^ Guido van Rossum. Twitter.com. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  14. ^ Guido van Rossum Biography. The Famous People. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  15. ^ Guido van Rossum. EBSCO. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  16. ^ Гвидо ван Россум: «Эпӗ Python чӗлхине кичем пулнипе ҫырнӑ». Хекслет. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  17. ^ Microsoft and Guido van Rossum team up. Fudzilla (10 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  18. ^ Microsoft Funds a Team With Guido van Rossum To Double The Speed of Python. Slashdot (17 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  19. ^ Guido van Rossum: We are targeting a 5x speedup for CPython. The Register (13 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  20. ^ 1, 2 How the Python core development team made Python 3.11 faster. Microsoft Developer Blogs (28 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  21. ^ Faster Python with Guido van Rossum and Mark Shannon. Software at Scale (21 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  22. ^ What's New In Python 3.12. Python.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  23. ^ Python 3.12 Overview: Past Limitations, Faster CPython's Advent, and the Excitement of New Versions. HackerNoon. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  24. ^ Python 3.13 версири ҫӗнӗлӗхсем. Flyaps (8 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  25. ^ What's New in Python 3.13. GitHub. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  26. ^ Python in 2024: Faster, More Powerful, and More Popular Than Ever. Slashdot (29 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  27. ^ Python 3.14 plans. GitHub (9 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  28. ^ 2018 CHM Fellow Guido van Rossum, Python Creator & Benevolent Dictator for Life. Computer History Museum. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.