Сальчичон
Сальчичон (исп. salchichón) — Испани кӑлпасси, ытларах тӗрлӗ техӗмлӗх хушса сысна ашӗнчен тӑваҫҫӗ. Ытларах чухне ӑна типӗтсе, анчах тӗтӗмлесе хатӗрлени те тӗл пулать[1].
2019 ҫулта Испани ял хуҫалӑх министерстви ирттернӗ тӗпчев тӑрӑх, ҫак ҫӗршывра апатра усӑ куракан пӗрешкел меслетпе хатӗрлекен кӑлпассисем хушшинче вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех сальчичона ытларах кӑмӑллакан тӑрӑх Андалуси пулнине палӑртнӑ[2].
Епле пулса кайнӑ
Сальчичона ҫынсем апат-ҫимӗҫе тӑварпа усӑ курса упрама ҫеҫ пӗлнӗ вӑхӑтра шухӑшласа кӑларнӑ тесе шутлаҫҫӗ[3].
Ҫак кӑлпасси пирки хут ҫинче чи малтан асӑннисем Испанири Вик (XIV ӗмӗр) хулинчи чиркӗвӗн архивӗсенче тӗл пулаҫҫӗ, каярах ҫак тӑрӑх ҫак кӑлпассине хатӗрлес енӗпе чи паллӑ вырӑнсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Анчах та XIX ӗмӗр вӗҫӗнче кӑна, хулана XII Альфонсо Испани патши килсе кайнӑ хыҫҫӑн, ку кӑлпасси анлӑ сарӑлма тытӑннӑ[4].
Тӗсӗсем тата хатӗрленин уйрӑмлӑхӗсем
Сальчичон тӗсӗсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Анчах та вӗсене пурне те пӗрлештерекен уйрӑмлӑх — тума пуҫличчен аша малтан вӗтетни, унтан тӗхӗмлӗхпе тата тӑварпа хутӑштарса фарш хатӗрлеҫҫӗ. Фаршланӑ чухне хуппине искусственнӑйне е ҫутҫанталӑкран илнӗ япаларан тӑваҫҫӗ, диаметрӗ тӗрлӗрен пулать. Малалла 14—26 °C температурӑпа ферментаци тапхӑрӗ пулса иртет, ҫакӑн хыҫҫӑн тин кӑлпассине тин ятарлӑ камерӑсене типӗтме вырнаҫтараҫҫӗ. Ку 60 куна таран тӑсӑлать[2].
Salchichon de Vic (е Llonganissa de Vic) — пӗрешкел ятлӑ тӑрӑхра тӑвакан сальчичон. Ҫакӑн пек ятлӑ кӑлпассие шӑпах ҫак тӑрӑхра ӳстернӗ сыснасен аш-какайӗнчен тунӑ беконпа тата фаршпа усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ, ҫакна Тӗрӗслесе тӑракан канаш официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.
Salchichon de Aragon валли те пӗр-пӗр тӑрӑхра ӳстернӗ сысна ашӗпе (центрӗ Теруэль хулинче вырнаҫнӑ) усӑ кураҫҫӗ. Кӑлпассин ку тӗҫне хатӗрленӗ чухне пӗвер тата майоран хушаҫҫӗ.
Salchichon Cular ҫак кӑлпассин ытти сортсем хушшинче хуппи валли ӗне е сысна пыршипе усӑ курнипе палӑрса тӑрать.
Salchichon Iberico тума ятарлӑ сысна тӗсӗн — ибери сыснин[1][5] — ҫуллӑ мар какайӗпе усӑ кураҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех ытти рецептсем те пур, вӗсенче сальчичона пӑлан, ӗне, хир сысни[6] тата кӑркка[1] ашӗпе усӑ курса хатӗрлеҫҫӗ.
Апатра усӑ курни
Сальчичона ытларах чухне ҫӑкӑрпа тата чӑкӑтпа пӗрле ҫиеҫҫӗ[7]. Ҫавӑн пекех ку кӑлпассине хӑярпа тата помидорпа пӗрле ҫиме аван[8].
Тӑван тӑрӑхра сальчичонпа запеканка, салат тата яшка хатӗрленӗ чухне усӑ кураҫҫӗ. Вӑл сӑра валли ҫырткаламалли вырӑнне каять[9]. Енчен те сальчичонлӑ бутербродпа эрех ӗҫес кӑмӑл пур-тӑк, хӗрлӗ эрехе суйласа илсен аванрах[8].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Salchichon vs. Lomo vs. Chorizo: What's the Difference? (англ.). Yummy Bazaar (13 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Pérez-Alvarez J. A., Viuda-Martos M., Nieto G., Lorenzo J. M., Fernández-López J., с. 37.
- ^ Сальчичон и чоризо – продукты из Испании. apetito.com.ua. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Salchichón (Hot, Mild, Truffle) (англ.). The Iberians. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Иберийская свинина – лидер мяса на испанском рынке. ПРОДУКТ.BY (22 кӑрлачӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Наталья Ключар. Не хамоном единым: испанские мясные деликатесы. Экскурсии по Северной Испании (3 февр. 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Salchichón de Vic (англ.). AtlasMedia Ltd. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Мировая колбаса. Комсомольская правда (29 ҫӗртмен 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Колбаса сальчичон. Food.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
Вуламалли
- Pérez-Alvarez J. A., Viuda-Martos M., Nieto G., Lorenzo J. M., Fernández-López J. Production of Traditional Mediterranean Meat Products. Methods and Protocols in Food Science(акăлч.). — Humana, 2022. — P. 37—47. — ISBN 978-1-0716-2102-8.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Сальчичон статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |