Саратуштра (танкер)
| «Зороастр» | |||||||||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| [[Ӳкерчĕк:|295px|center|Капăрлату]] | |||||||||||||||
| Тĕп хыпар | |||||||||||||||
| Тип | Юханшыв танкерĕ, парахут | ||||||||||||||
| Патшалăх | {{ {{{1}}} | alias = Раҫҫей Федерацийӗ | flag alias = Flag of Russia.svg | flag alias-1858 = Romanov Flag.svg | flag alias-1918 = Flag RSFSR 1918.svg | flag alias-1925 = Flag of the Russian SFSR 1925-1937.svg | flag alias-1937 = Flag of the Russian SFSR 1937-1954.svg | flag alias-1954 = Flag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic.svg | flag alias-1991 = Flag of Russia 1991-1993.svg | flag alias-ВМС-1918 = Naval Ensign of RSFSR (1920-1923).svg | flag alias-ВМС = Naval Ensign of Russia.svg | flag alias-ВВС = Flag of the Air Force of the Russian Federation.svg | variant = | пысăкăш =
}}Раççей | |
| Харпăрçă | «Бранобель» пайташлăх | ||||||||||||||
| Верфь | "Линдхолмен-Мотала" фирми (Швеци) | ||||||||||||||
| Шыва антарнă | 1878 | ||||||||||||||
| Эксплуатацине кĕртнĕ | 1878 | ||||||||||||||
| Хальхи статус | Пăрахнă | ||||||||||||||
| Параметрсем | |||||||||||||||
| Техника хыпарĕсем | |||||||||||||||
| Япала тиенлĕхĕ | 250 т | ||||||||||||||
"Саратуштра" танкер - металран (бессемер хурçинчен) тунă тĕнчери пĕрремĕш хăй тĕллĕ пăспа çӳревлĕ нефть турттармалли танкер (D=400 т, L=56 м, v=10 çых).
Кун-çулĕ
Карапа 1877 çулта «Нобель тăвансен пайташлăхĕ» хушнипе Норрчёпинг хулин Линдхольмен верфĕнче (Мотала, Швеци) тунă. Авалхи Иранри кăвайта пуççапакан сăртăш тĕнĕн пӳлĕхçи ятне тивĕçтернĕ. 15 пин пăт (250 яхăн тоннă) яхăн япала турттарма пултарнăскер Бакуран Царицăнпа (халĕ Волгоград) Аçтăрхана кăраççин çитерме усă курнă.
1948 çулхи чӳкĕн 14-мĕшĕнче Апшерон çурутравĕнчен кăнтăр-хĕвел тухăçалла 42 çм, «Хура чулсем» шывай ту хысакĕ çине, геологсемпе буровиксен десанчĕ анать. Шыв çинчех пӳрт лартаççĕ, электростанци тăваççĕ, 1949 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче тĕрĕслес тĕллевпе çĕре пăралаççĕ. Тепĕр çултан, 1100 метр тарăнăшĕнчен нефть пĕрхĕнсе тухать. «Хура чулсене» «Нефть чулĕсем» теме пуçлаççĕ. Чуллă вырăнта ятарласа 7000 гектарлă утрав сараççĕ. Тĕпне тĕреклеме шывай ту хысакĕн тĕлне кивĕ кирлĕ мар 7 карапа, çав шутра «Саратуштрана» та, путараççĕ.