Сатоси Фурукава

Сатоси Фурукава (古川 聡; ҫур. 1964 ҫулхи акан 4-мӗшӗ, Иокогама[d]) — япони хирургӗ, JAXA космонавтчӗ.

Биографи

Фурукава Канагава префектуринчи Иокогама хулинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Камакура хулинчи Эйко шкулне пӗтернӗ. 1989 ҫулта Токио университетӗнче медицина докторӗн степеньне, 2000 ҫулта вара медицина ӑслӑлӑхӗсен PhD ӑсчах степеньне илнӗ. 1989–1999 ҫулсенче Токио университечӗн хирурги факультетӗнче, ҫавӑн пекех Токио чукун ҫулӗсен пульницин анестезиологи уйрӑмӗнче, Ибараки префектуринчи тата Сакурагаока станцинчи пульницӑсен хирурги уйрӑмӗсенче ӗҫленӗ. Фурукава авланнӑ, икӗ ача ӳстерет[2]. Хобби: музыка, бейсбол, математика, боулинг, ҫулҫӳревсем. Радиолюбитель, чӗнӳ ячӗ — KE5DAW[3].

2014–2021 ҫулсенче JAXA-н космосри биомедицина тӗпчев ушкӑнне ертсе пынӑ[4]. 2023 ҫулта 2016–2017 ҫулсенче ирттернӗ космос медицинин эксперименчӗсен даннӑйӗсене фальсификациленӗшӗн JAXA-ран дисциплина енӗпе выговор илнӗ[5].

Космоса вӗҫме хатӗрленни

1999 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл Японирен ТКС (МКС) ҫине вӗҫме суйласа илнӗ виҫӗ кандидат йышне кӗнӗ. Тренировкӑсем 1999 ҫулхи ака уйӑхӗнче пуҫланнӑ, 2001 ҫулхи кӑрлачра вара Фурукавӑна космоса вӗҫме юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. 2001 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл тарӑнлатнӑ тренировкӑсене хутшӑннӑ, ҫавӑн пекех «Кибо» модуль ӗҫне тивӗҫтерес енӗпе аппаланнӑ. 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл Союз-ТМА карапӗн пӗрремӗш бортинженерӗ пулма хатӗрленсе ҫитнӗ, хатӗрленӳ ӗҫӗсем Ҫӑлтӑрлӑ хулари ЦПК-ра иртнӗ. 2004 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Фурукава Линдон Джонсон ячӗллӗ космос центрне ҫитнӗ, унта 2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне НАСА программипе вӗренсе тухнӑ[2].

Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни

2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Фурукава, ҫавӑн пекех Сергей Волков тата Майкл Фоссум, МКС-28 тата МКС-29 миссийӗсен программипе Союз ТМА-02М караппа Байконур космодромӗнчен тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ[6]. Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче карап экипажа Ҫӗр ҫине тавӑрнӑ[7].

Космоса иккӗмӗш хут вӗҫни

2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Фурукава хӑйӗн иккӗмӗш космос вӗҫевне SpaceX Crew-7 мисси шутӗнче Crew Dragon караппа тухнӑ. Унпа пӗрле НАСА астронавчӗ Жасмин Могбели, ЕКА астронавчӗ Андреас Могенсен тата Роскосмос космонавчӗ Константин Борисов пулнӑ[4]. Ракета Флоридӑри Кеннеди космодромӗнчен UTC вӑхӑчӗпе 07:27 сехетре стартланӑ[8]. Экипаж МКС-69 тата МКС-70 экспедицисен программипе ӗҫленӗ. 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Dragon Endurance капсули Флорида ҫыранӗсем патӗнче шыв ҫине анса ларнӑ (UTC 09:50), ҫапла вара 6,5 уйӑха тӑсӑлнӑ мисси вӗҫленнӗ[9][10].

Статистика[11]
Стартланӑ карап Старт Экспедици Ҫӗр ҫине аннӑ карап Анни Вӗҫев вӑхӑчӗ Уҫӑ космосра тухнисем Уҫӑ космосри вӑхӑт
1 Союз ТМА-02М 07.07.2011, 20:12 UTC МКС-28 / МКС-29 Союз ТМА-02М 22.11.2011, 13:08 UTC 167 талӑк 06 сехет 12 минут 0 0
2 Crew Dragon (Crew-7 миссийӗ) 26.08.2023, 07:27 UTC МКС-69 / МКС-70 Crew Dragon 12.03.2024, 09:50 UTC 197 талӑк 07 сехет 50 минут 0 0
364 талӑк 14 сехет 02 минут 0 0

Ăнлантарусем

  1. ^ 1, 2 http://iss.jaxa.jp/en/astro/biographies/furukawa/index.html
  2. ^ 1, 2 Биографическая справка(акăлч.). NASA (2008). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
  3. ^ Two Astronauts Get Their Ham Ticket (англ.). arrl.org. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Что известно о пилотируемой миссии Crew-7 на МКС. ТАСС (2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
  5. ^ Японскому астронавту Фурукаве объявлен выговор за фальсификацию данных. nippon.com (8 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
  6. ^ Миссия МКС-28(акăлч.). NASA. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
  7. ^ «Союз» с космонавтами совершил посадку, Лента.ру (2011-11-22). 2011 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2011 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  8. ^ SpaceX Crew-7 (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
  9. ^ Видео: экипаж Crew-7 успешно вернулся с МКС. Наука ТВ (12 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
  10. ^ Экипаж корабля Crew Dragon с космонавтом Борисовым приводнился у побережья Флориды. ТАСС (12 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
  11. ^ Statistics — Furukawa Satoshi (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.

Каҫӑсем