Сахьянова Мария Михайловна
Сахьянова Мария Михайловна — коммунистсен партин пайташĕ, 1916 çултанпа[1], СССР парти тата патшалăх паллă ĕçченĕ[2], Бурят-Монгол АССР йĕркеленĕ ĕçе пысăк ӳсĕм кӳнĕ[3], ПКП(б) ТК çумĕнчи Партири тĕрĕслев комиссин яваплă ĕçтешĕ пулса М.М. Сахъянова Чăваш АССР тата Пушкăрт АССР партипе совет ĕçченĕсене репрессиленĕ ĕçе хастар хутшăннă.
Кун-çулĕ
Ачалăхпа яшлăх
1896 çулта Иркут кĕпернинче чухăн çемьере çуралнă. Чиркӳ прихучĕн иккĕ класлă училищинче тата чиркӳ вĕрентӳçисен шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. 1915 çултанпа Петроградра пурăннă, Лесгафт ячĕллĕ хĕрарăмсен аслă курсĕсене çӳренĕ. 1915 çулăн авăн уйăхĕнче студентсен маркс кĕтесне хутшăнма тытăннă, 1916 çулта ăна аресленĕ, 1917 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче ирĕке кăларнă. 1917 çулта çулла Иркут кĕпернине таврăнать.
Пĕлӳлĕх
Коммунистсен университĕнче, Хĕрлĕ профессура институтĕнче вĕренсе тухнă.
Чăваш АССР «халăх тăшманĕсене» айăпланă процесĕсем
Пушкăрт АССР «халăх тăшманĕсене» айăпланă процесĕсем
Мускавра
1951 çултанпа,1956 çулта пенсие тухичченех, ССКП ТК çумĕнчи Марксизм-ленинизм институчĕн ăслăлăх ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ.
М. М. Сахьянова Мускавра 1981 çулăн кăрлач уйăхĕнче вилнĕ.
Чыславсемпе парнесем
Астăвăм
- М. М. Сахьянова урамĕ, Улан-Удэ.
Тăванĕсем
- Балерина Л. П. Сахьянова — М. М. Сахьянова тăванĕн хĕрĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ СЛОВО ВЕТЕРАНОВ 2014 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ История Сибири (542)( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ История Бурятии ХХ века. 2011 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
Çавăн пекех
Каçăсем
Вуламалли
- Курас, Л. В. М. М. Сахьянова, Э. -Д. Ринчино и монгольская революция 1921 г. // Власть. - 2010. - N 6. - С. 150-152.
- Батуев, Б. Б. Мария Михайловна Сахьянова : страницы политической биографии // Вост.-Сиб. гос. ин-т культуры. Общественно-науч. центр "Сибирь". - Улан-Удэ, 1992.
- Батуев, Бато Бадмаевич Воспоминания о М. М. Сахьяновой // Актуальные проблемы истории и культуры народов Азиатско-Тихоокеанского региона : материалы Международной научно-практической конференции, г. Улан-Удэ, 26 апреля 2005 г. - Улан-Удэ, 2005.
- Бартанова, А. Партийный стаж - полвека : К 70-летию М. М. Сахъяновой // Байкал, 1966, №1, стр. 122-123