Селижаровка
Селижаровка — Раççей территоринчи юханшыв. Тверь облаҫӗ[2] территорипе юхать. Юханшыв Атăл юханшыва юхса кĕрет. Юханшыв тăршшĕ 36 км, бассейн лаптăкĕ 2950 км2. Юханшывăн пысăк юппи — Тихвина.
Юханшыв Селигер кӳллинчен юхса тухать. Малтанхи юхăмĕнче юханшыв 25-30 метр сарлакăшпа вăйлă юхăмпа юхать. Çыранĕсем çӳллĕ, вăрманлă. Аяларахри юхăмра вара юханшыв тата ытларах сарлакаланса каять, хăвартлăхĕ чакать.
Селижар юханшывĕ юхса кĕнĕ выранта Атӑл сарлакăшĕ 30-40 метр кăна, ку вăл Сегижартан кăшт кăна сарлакарах.
Селижар хĕрринче канмалли вырăнсем, пансионатсем питĕ нумай.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- РФ çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку гидрологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |