Сиена Палиовӗ

undefined

Сиена Палиовӗ (Италире Il Palio ятпа паллӑ) — Сиенӑра (Итали) ҫулталӑкра икӗ хутчен иртекен йӑлана кӗнӗ лашасен ӑмӑртӑвӗ, вӑл утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тата ҫурлан 16-мӗшӗнче пулать. Утӑн 2-мӗшӗнче иртекеннине пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнман Сиенӑра вырнаҫнӑ 17 контрадран ҫиччӗшӗ хутшӑнать, тата юлнӑ вуннӑшӗнчен шӑпа ярса виҫҫӗшне суйлаҫҫӗ, пурӗ ҫапла май 10 хутшӑнакан старта тухать; ҫак йӗркепе ҫурла уйӑхӗнчи ӑмӑртӑва та ирттереҫҫӗ. Кашни контрадӑн хӑйӗн гербӗ тата ялан усӑ куракан тӗсӗсем пур, ӑмӑртӑва хутшӑнакан вӗсене юланутҫӑ ҫав тӗслӗ тум тӑхӑнать.

Утӑн 2-мӗшӗнче иртекен Палио Сиенӑри Мадонна ди Провензано чиркӳ ячӗпе хисепленет, вӑл Палио ди Провензано ятлӑ. Ҫурлан 16-мӗшӗнче иртекенни Палио делла Ассунта ятлӑ, ятне Турамӑш Пӗлӗте Ҫӗкленнине хисеплесе панӑ.

undefined

Ӑмӑртусем умӗн ирттерекен чаплӑ ритуал, Кортео Сторико, тӗнчен мӗнпур кӗтесӗнчи ҫынсене илӗртет. Контрадсен ялавӗсемпе гербӗсене тӳреме енне тухакан Палаццо Коммунале ҫурчӗ ҫине ҫакса тухаҫҫӗ.

Йӗнерлемен лашасем тытса пырассипе ӑмӑртнинче юланутҫӑсен дель Кампо тӳремӗпе 333 метр тӑршшӗллӗ виҫӗ ҫаврӑм чупса иртмелле, ҫапла май пӗтӗмӗшле тӑршшӗ шӑп шӑп 1 километр пулать. Ӑмӑрту иртнӗ чухне тӳреме хулӑм тӑпрапа витеҫҫӗ. Ытларах чухне чупу 90 ҫеккунтран ытла тӑсӑлмасть. Хӑшпӗр чухне чӑнкӑ пӑрӑнчӑк вырӑнсенче жокейсем лашисем ҫинчен тухса ӳкеҫҫӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн лашисем час-часах финиша хӑйсем тӗллӗн ҫитеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, Палиора контрад тивӗҫтернӗ лаша ҫӗнтерет. Ҫӗнтерӗве ҫакнашкал тунӑ пулсан ӑмӑртӑва хутшӑннӑ юланутҫӑ ҫӗнтернӗшӗн тивӗҫтерекен укҫана илеймест.

Ӑмӑрту ҫӗрӗпе тӑсӑлакан хула тӑрӑх шествипе утса тухнипе вӗҫленет.

Истори

Сиенӑра лашасемпе ӑмӑртассине чи малтан асӑнни вӑтам ӗмӗрсенче тӗл пулать.

Тоскана пуҫлӑхӗ 1590 ҫулта вӑкӑрсене ҫапӑҫма чарсан контрадсем дель Кампо тӳремӗнче лашасен ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ. Ҫакнашкал пӗрремӗш ӑмӑртусене вӑкӑрсем ҫине ирттернӗ пулнӑ, вӑл буффалатэ ятлӑ пулнӑ. Унтан ашаксем ҫинче ӑмӑртмалла чупма тытӑннӑ, ӑна асинате тенӗ, лашасемпе ӑмӑртасси вара урӑх ҫӗрте иртнӗ. Хальхи пек иртекен пӗрремӗш Палиона 1656 ҫулта йӗркеленӗ. Чи малтанхи вӑхӑтра ҫулталӑкра пӗр чупу кӑна ирттернӗ, ӑна утӑн 2-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Иккӗмӗшне, ҫурлан 16-мӗшӗнче ирттерекене, каярах хушнӑ.

17 контрад

Сиенӑн вунҫичӗ контрачӗ: Акуила (Ӑмӑрт кайӑк), Бруко (Хурт), Кьоччола (Шуй), Чиветта (Кил таврашӗн ҫерҫи тӑмани), Драго (Аҫтаха), Джираффа (Жираф), Истриче (Дикобраз), Леокорно (Единорог), Лупа (Кашкӑр ами), Никкьо (Раковина), Ока (Хур), Онда (Хум), Пантера (Хура пантера), Сельва (Вӑрман), Тартука (Тимӗр шапа), Торре (Башня) тата Вальдимонтоне (тӳремӗн куҫарсан «Така айлӑмӗ» пулать — час-часах Монтоне таран кӗскетеҫҫӗ).

Вуламалли

  • Brown, Margaret Mcdonough and Titus Buckhardt. Siena, the City of the Virgin. Oxford: Oxford University Press. (1960)
  • Drechsler, Wolfgang. «The Contrade, the Palio and the Ben Comune: Lessons from Siena», Trames 10(2), 99-125. (2006)
  • Dundes, Alan and Alessandro Falassi. La Terra in Piazza. An Interpretation of the Palio of Siena. 2nd of the new edn. (Orig. 1972). Siena: Nuova Immagine. (Standard work, but meanwhile very controversial because of its Freudian interpretation.) (2005)
  • Falassi, Alessandro. «Pageant: Siena’s Everlasting Republic» // The Drama Review 29(3), 82-92. (1985)
  • Handelman, Don. Models and Mirrors: Towards an Anthropology of Public Events, Cambridge: Cambridge University Press. (1998)
  • Silverman, Sydel. «On the Use of History in Anthropology: The Palio of Siena» // American Ethnologist 6(3), 413—436. (1979) (Most important counter-model to Dundes & Falassi)
  • Pascal, C. Bennett. «October Horse» // Harvard Studies in Classical Philology № 85, 261—291. (1981)
  • Spicer, Dorothy Gladys. Festivals of Western Europe // Wilson. (1958)