Скопье крепоҫ

Скопье крепоҫ е Кале Крепоҫ (Скопсо кале макед.) — хӳтӗлев сооруженийӗсен комплексӗ тата Скопье (ҫурҫӗр Македони) хулин варринче Вардар айлӑмӗнчи ҫӳллӗ вырӑнта вырнаҫнӑ археологи палӑкӗ.

Истори

Крепоҫ территорийенчи авалхи поселени пирӗн эрӑчченхи IV пин ҫуллӑха кӗрет. Ҫав вӑхӑтранпа (пӗчӗк тӑхтавсемпе) хальхи крепоҫ территорине халӑх йышӑнса пынӑ. Антика тапхӑрӗнче Кале сӑртенче никам та пурӑнман, анчах унӑн территорийӗнче чӳклеме шӑтӑкне тата Александр Великий укҫине тупнӑ. Калери пысӑк хӳмесене Юстиниан ертсе пынӑ тапхӑрта тума тытӑнасси пирки шухӑшланисем пур, анчах ҫакна кӑна ҫирӗплетсе калама пулать: Кале X-XI ӗмӗрсен чиккинче пӑлхар патши Самуил вахӑтӗнче Скопье центрӗ пулса тӑнӑ. Ун чухне хулана малта пыракан технологисемпе тунӑ стенасемпе ҫавӑрнӑ. XI ӗмӗр вӗҫӗнче хулана темиҫе ҫул норманнсем тытса тӑнӑ, ҫакна ҫирӗплетекенӗ - Калере чавса шыранӑ чухне викингсен хӑйне евер уххине тупнӑ. Византи влаҫӗн аллинче Кале балкан пӗлтерӗшлӗ алӑстисен центрӗ пулса тӑнӑ.

XIII ӗмӗрӗн вӗҫӗнче хула Серби аллине куҫнӑ, унӑн центрӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ, 1346 ҫулта Серби патши Стефан Душан сербсемпе грексен патши пулса тӑнӑ, ку вара Калене стратеги пӗлтерӗшлӗ пункт туса хунӑ. Ҫав тапхӑрта Кале территоринче тӑватӑ чиркӳ вырнаҫнӑ, ҫӳллӗ вырӑнсенче вара ҫуртсене ҫӑтӑ-ҫӑтӑ купаланӑ. Сербсен аллинче чухне Кале укрепленийӗсене туса ҫитернӗ. Крепоҫ патӗнче Вардар юханшывӗ хӗрринчи патӗнче Еврейсен кварталӗ вырнаҫнӑ пулнӑ.

1391 ҫулта Скопье хулине турккӑсемилнӗ хыҫҫӑн крепоҫпе казармӑсем вырӑнне усӑ курма пуҫланӑ. Скопье чикӗ ҫумӗнчи крепоҫ пулнӑ вӑхӑтра фортификаци сооруженийӗсене вӑйлатнӑ, кӑнтӑр енчи хапхана ҫӗнӗрен туса лартнӑ, ҫавӑн пекех хушма башньӑсем тунӑ.

1689 ҫулта Скопье хулине илнӗ Австри генералӗн Энеа Сильвио Пикколоминин отчёчӗ упранса юлнӑ, унта крепоҫе 12 ҫурма юхӑннӑ башня пек ҫырса кӑтартнӑ, пӗтӗмӗшле илсен - ҫурма арканнӑ тата вӑйсӑр хӳтӗленнӗ. 1700 ҫулта Осман влаҫӗсем башньӑсемлӗ тата ҫавӑн евӗрлӗ инфраструктурӑллӑ ҫӗнӗ стенасем хӑпартма тытӑннӑ, вара крепоҫ каллех пӗлтерӗшлӗ ҫар объекчӗ пулса тӑнӑ.

1917-1918 ҫулсенче Кале хулинче австро-венгр штабӗ вырнаҫнӑ, каярахпа унта Югослави патшалӑх ҫарӗн штабне, баракӗсене тата склачӗсене туса лартнӑ.

1963 ҫулта аркануллӑ ҫӗр чӗтренӗвӗ крепӑҫ сооруженисене пысӑк сиен кӳнӗ, кун хыҫҫӑн крепоҫе ҫӗнетес енӗпе централизациленӗ ӗҫсем пуҫланнӑ.

2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Ҫурҫӗр Македонири албанецсен ушкӑнӗ, крепоҫ территорийӗнче чиркӳ евӗр музей тӑвассине хирӗҫленӗскерсем, унӑн стройкине аркатнӑ, ку вара халӑхсем хушшинчи хирӗҫӳсем патне илсе ҫитернӗ.

Асӑрхаттарусем

Категори: Ҫурҫӗр Македони культури

Категори: Алфавит тӑрӑх тӗрексем

Категори: Алфавитпа ҫыхӑннӑ ҫӑрасем

Категори: Скопье ҫурчӗсемпе ҫурт-йӗрӗсем

Категорисем