Смирнов Владимир Леонидович
Ҫын пирки | |
Смирнов Владимир Леонидович | |
Çуралнă вăхăт | 27.5.1947 (77 ҫулта) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Премисемпе чысланисем |
Смирнов Владимир Леонидович (вертолет спорчӗ енӗпе совет спортсменӗ. СССР вертолет спорчӗн тава тивӗҫлӗ мастерӗ (1978), тӗнче класлӑ спорт мастерӗ (1973). Абсолютлӑ тӗнче чемпионӗ, индивидуаллӑ тата команда зачёчӗсенче 4 хут тӗнче чемпионӗ (1973-1978), 3 хут абсолютлӑ СССР чемпионӗ, 4 хут абсолютлӑ РСФСР чемпионӗ, 7 хут СССР чемпионӗ, ДОСААФ авиаци отличникӗ (100 ытла спорт наградине, ҫав шутра 40 ылтӑн медаль, ҫӗнсе илнӗ).
Кун-ҫулӗ
Чӑваш Енре ҫуралнӑ. Пӗрремӗш самолета ача чухне, вӑл пурӑнакан Атӑл хӗрринчи Сосновка посёлока У-2 самолет вӗҫсе килсен, курнӑ. Ялти ача-пӑча ун ҫине хисеплесе пӑхнӑ. «Ҫывӑха пыма та хӑранӑ, аякран шикленсе пӑхнӑ», — аса илет Владимир Леонидович.
Кӗҫех ҫемье Новосибирска пурӑнма куҫнӑ, унта пӗчӗк Володяшӑн пиччӗшӗ облаҫри «Сиблёт» аэроклуба вӗренме кайни тӗслӗх пулса тӑнӑ, техникум хыҫҫӑн хӑй те военкомат янипе ҫак аэроклуба вӗренме кӗнӗ. 1967–1968 ҫулсенче Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти ДОСААФ авиаци центрӗнче пӗлӳ илнӗ. 1969-мӗш ҫулта Калугӑри ДОСААФӑн вӗҫевпе техникӑн пӗрлештернӗ тӗп шкулӗнчен вертолет ҫинчи инструктор-летчик специальноҫпе вӗренсе тухнӑ. 1972 ҫ. вертолёт спорчӗ енӗпе СССР спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ.
1973 ҫ. Англире Тӗнче чемпионӗ пулса тӗнче класлӑ спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.
1978 ҫ. Витебскра Тӗнчери абсолютлӑ чемпионӗ пулса тӑнӑ.
Команда зачёчӗсенче 2 хут Тӗнче чемпионӗ (1973 ҫ. — Англи тата 1978 ҫ. — Витебск), уйрӑм хӑнӑхтарусем туса 4 хут Тӗнче чемпионӗ пулнӑ.
Вӑл 3 хут СССР абсолютлӑ чемпионӗ (1975 ҫ. — Ярославль, 1976 ҫ. — Сарӑту, 1977 ҫ. — Витебск), команда зачёчӗсенче 7 хут СССР чемпионӗ, уйрӑм хӑнӑхтарусем пурнӑҫласа 6 хут СССР чемпионӗ пулнӑ.
Нумай хутчен СССР тата Тӗнче чемпионачӗсен кӗмӗл тата бронза призёрӗ.
1969–2001 ҫулсенче Ҫӗнҫӗпӗрти авиаци вӗренӳ центрӗнче тата Ҫӗнҫӗпӗрти авиаци вӗренӳ центрӗ пулӑшнипе (нумай енчен, тивӗҫлӗ пулнӑран) ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ «Сиблёт» аэроклубра летчик-инструктор, звено командирӗ, аслӑ штурман тата аэроклуб пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. 1997-мӗш ҫулта В. Л. Смирнов ертсе пыракан Ҫӗнҫӗпӗр аэроклубне РОСТО (Раҫҫей спортпа техникӑн хӳтӗлев организацийӗ) чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.
2001 ҫ. РОСТОра (ДОСААФ) улшӑнусен хумӗ пуҫланнӑ та «Сиблёта» РОСТОн (ДОСААФ) Ҫӗнҫӗпӗр авиаципе спорт клубӗнчен «Ҫӗнҫӗпӗрти авиаципе спорт клубӗ» (НАСК) йӗркелесе реогранизациленӗ, ӑна Сергей Анатольевич Осинний ертсе пыма пуҫланӑ.
В.Л. Смирнов «Сиблёт» аэроклубӑн музейне йӗркелекенсенчен пӗри, ҫавӑн пекех Коченёво район центрӗнче Совет Союзӗн иккӗмӗш космонавчӗ Герман Степанович Титов ячӗллӗ авиакосмос тематикин музейне йӗркелекенӗ тата унӑн пӗртен-пӗр ӗҫтешӗ (Марковцев проспекчӗ, 6-мӗш ҫурт).
Музейре аэроклубпа унӑн чаплӑ выпускникӗсене, реактивлӑ авиацие тата Герман Титов, Павел Попович тата Борис Волынов космонавтсем вӗреннӗ Ҫӗпӗрти летчиксен ҫар авиаци училищине (СВАУЛ) халалланӑ залсене йӗркеленӗ. Хӑйсен вӗҫев ӑсталӑхне каярах космоса парӑнтаракансем Коченёво тӗлӗнчи тӳпере, СВАУЛ вӗренӳ аэродромӗ пулнӑ вырӑнта, туптанӑ. Музейӑн иккӗмӗш хутӗнчи залсен тӗп теми — космоса парӑнтарни.
Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗнчи Черепаново районӗнчи Медведски салинче ҫуралса ӳснӗ, ҫар летчикӗсен шкулӗнчен лейтенант пулса вӗренсе тухнӑ, 1938 ҫулта республиканецсене пулӑшас тесе франкистсемпе ҫапӑҫма Испание кайнӑ Александр Романов Совет Союзӗн Паттӑрӗн виллине шырама каяссине йӗркеленӗ. Испанири вырӑнти влаҫсем пулӑшнӑ пулин те ентешне ӑҫта пытарнине тупма май килмен.
Хальхи вӑхӑтра ҫемьипе Ҫӗнҫӗпӗрте пурӑнать.
Каҫӑсем
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Смирнов, Владимир Леонидович статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |
- Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1947 ҫулта ҫуралнисем
- Улатăр районĕнче çуралнисем
- РУВИКИ:РУВИКИ.Даннӑй элеменчӗ ҫине кӑтартакан вырӑсла алӑ пусман статьясем
- РУВИКИ:Ӳкерчĕксĕр статьясем (РУВИКИ.Датӑра кăтартнă: P18)
- Кирере ҫуралнисем
- Улатӑр районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче ҫуралнисем
- РСФСРта ҫуралнисем
- СССРта ҫуралнисем
- СССР авиаспортсменӗсем
- Авиаци спорчӗпе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнисем
- Калугӑри авиацин вӗҫевпе техника училищинчен вӗренсе тухнисем
- СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем