Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ
Sickle and Hammer.jpg
Патшалăх Flag of the Soviet Union.svg ССРП
Тĕс çӳлти хисеп
Статус тивĕçтермеççĕ
Статистика
Йĕркеленĕ вăхăт 1938, раштав, 27
Пĕрремĕш чыслани 1939, раштав, 20
Юлашки чыслани 1991, раштав, 21
Чыслав шучĕ 20 605
Умхыçлăх
Танлашать Раççей Федерацин Ĕç Паттăрĕ

Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ́ — ССРП чыславĕ.

Социализм Ӗçĕн Паттăрĕсене «Çурлапа Мăлатук» медалĕпе тата ССРП АК Президиумĕн грамотипе тивĕçтернĕ, вĕсене Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ хисепе темиçе хут та тивĕç тума пултарнă.

Истори

«Çурлапа мăлатук» ылтăн медалĕ — Социализм Ӗçĕн Паттăрĕн атрибучĕ

Социализм Ӗçĕн Паттăрĕн пĕрремĕш чыслă ятне 1939 çулта Иосиф Сталин тивĕç пулнă.

Историре Паттăра тивĕçлĕ пулнă юлашки çын, Б. Тулегенова, ăна ССРП президенчĕн № УП-3122 хутайĕпе чысланă.[1][2] Халĕ Раççей Ӗç Паттăрĕ тивĕçе пурнăçа кĕртес ыйтăва сӳтсе яваççĕ.[3]

Кăсăклă хыпарсем

  • ССРП историнче виçĕ хутчен Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ чыслă ята 16 çын тивĕçнĕ: А. П. Александров, К. И. Щёлкин академиксем, Н. Л. Духов, хӳтĕлев промăçлăхне йĕркелекенсем Б. Л. Ванников тата Е. П. Славский, Х. Турсункулов, Д. А. Кунаев тата ССКП ТК К. У. Черненко; унсăр пуçне ССКП ТК пĕрремĕш секретарĕ А. Д. Сахаров совет влаçне хирĕç пулнăшăн ССРП Аслă Канашĕн Хушăвĕпе çак чыслă ятсене, виçĕ «çурлапа Мăлатук» медале тавăрма тивнĕ.
  • Хăшпĕр Социализм Ӗçĕн Паттăрĕсем çаплах Совет Союзӗн Паттӑрӗ пулнă. Вĕсенчен чи паллăраххисем: Совет Союзĕн Маршалĕ Д. Ф. Устинов (икĕ хутчен Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ тата Совет Союзĕн Паттăрĕ); ССРП Аслă Канаш Президиумĕн Ертӳçи Совет Союзĕн Маршалĕ К. Е. Ворошилов (Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ тата икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă), ССКП ТК Тĕп секретарĕ Л. И. Брежнев Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ тата тăватă хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă.
  • ССРП богема тата артист хутлăхĕнче Социализм Ӗçĕн Паттăрне «Гертруда» тенĕ.[4]

Çав. пекех

Асăрхавсем

  1. ^ УКАЗ Президента СССР от 21.12.1991 № УП-3122 «О ПРИСВОЕНИИ ТУЛЕГЕНОВОЙ Б. А. ЗВАНИЯ ГЕРОЯ СОЦИАЛИСТИЧЕСКОГО ТРУДА»
  2. ^ Герой Социалистического Труда. История медали 2012 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. Российская газета. 20.09.2007
  4. ^ Сарнов Б. М. Наш советский новояз. М.: Материк, 2002. — ISBN 5-85646-059-6 — С. 184

Каçăсем