Стакка́н — ытларах чухне кĕленче савăт, формипе цилиндр е касăлнă конус евĕрлĕ, аври тата ури çук. Сивĕ е вĕри ĕçмесем валли усă кураççĕ. Вĕри ĕçме чухне стакканайпа усă курма пултараççĕ.
Пĕчĕк стаккана чăваш чĕлхинче ытларах чухне черкке теççĕ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чăнлă районĕнчи Ирçел чăваш ялĕнче «Стаканов» хушамат пур.