Стефан Гецов

Стефан Йорданов Гецов (3.7.1932, Мыглиж — 10.9.1996, София) — пăлхар театрпа кино актёрĕ. Бургасăн хисеплĕ гражданĕ (1970)[1].

Биографи

Вăтам пĕлĕве Казанлык хулинче илнĕ. 1950 - 1954 çулсенче театр пултарулăхне «Кръстьо Сарафов» Театр ӳнерĕн наци институтĕнче Н. Масалитинов пофессор класĕнче туптанă.

Нумай çул Иван Вазов ячĕллĕ наци театрĕнче вăй-халне хунă, чылай чаплă роле сăнарланă.

1996 çулта авăнăн 10-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Фильмографи

Кинематографа 1956 çулта килнĕ. Сăнĕпе пĕрпекрех пулнипе, чылай фильмра Георгий Димитров рольне сăнарланă.

Асăрхавсем

  1. ^ [1] Официальный сайт Бургаса