Сёдерманланд (провинци)
Сёдерманланд (шв. Södermanland) — Швецин тахçанхи провинцийĕ, Свеаланд регионĕнче вырнаçнă.
Провинци лаптăкĕ — 8343 км², 1 089 755 çын пурнать.
Провинци территорин тĕп пайне хальхи Сёдерманланд ленĕ йышăнать, анчах та тухăç пайĕнчи чылай пайĕ Стокгольм ленне кĕрет, çаплах пысăках мар пайĕсем Вестманланд тата Эстергётланд ленчене кĕреççĕ.