Тазетдинов Минсеит Тимергалиевич

Тазетдинов Минсеит Тимергалиевич (1960 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ, Шӑнкӑртам, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2024 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ, Чĕмпĕр) — совет саманин тата Раҫҫейӗн спортсменӗ, грек-рим стилӗн кӗрешӳҫи, СССР тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ, 1984 ҫулхи СССР[1] тата 1984 ҫулхи Европа чемпионӗ[2], Европа чемпионачӗн[3] тата 1985 ҫулхи тӗнче чемпионачӗн[4] кӗмӗл призёрӗ.

Пурнӑҫӗ

Национальноҫӗпе тутар.

Спортри карьери

Кӗрешӳпе 1973 ҫулта физкультура вӗрентекенӗ Карим Кияметдинович Юсупов тата Нуриаздан Минуллович Алаев ертсе пынипе аппаланма пуҫланӑ. 1977 ҫултанпа Чӗмпӗрте Анатолий Иванович Винник СССР тава тивӗҫлӗ тренер патӗнче вӗреннӗ, ҫарта хӗсметре тӑнӑ ҫулсенче СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ тата тава тивӗҫлӗ тренерӗ Александр Григорьевич Мазур патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ.

Минсеит Тазетдинов тӑван ялӗнче кашни ҫул ирӗклӗ тата тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗпе хӑйӗн парнисемшӗн турнир ирттернӗ. 2025 ҫулта тусӗсемпе ӗҫтешӗсем классика кӗрешӗвӗн СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ М. Т. Тазетдинова асра тытса пӗрремӗш турнир ирттернӗ.

Спортри ҫитӗнӗвӗсем

1979 ҫулта

  • 1-мӗш вырӑн — Румынире иртнӗ тӗнче турнирӗнче

1981 ҫулта

  • 1-мӗш вырӑн — Тӗменре иртнӗ ҫамрӑксен СССР первенствинче
  • 1-мӗш вырӑн — Румынире иртнӗ тӗнче турнирӗнче

1983 ҫулта

  • 3-мӗш вырӑн — СССР чемпионатӗнче, СССР халӑхӗсен 8-мӗш Спартакиади
  • 1-мӗш вырӑн — Болгарире иртнӗ тӗнче турнирӗнче

1984 ҫулта

  • 1-мӗш вырӑн — Минскра иртнӗ СССР чемпионатӗнче
  • 1-мӗш вырӑн — Швецире иртнӗ Европа чемпионатӗнче
  • 1-мӗш вырӑн — Финляндире иртнӗ Тӗнче кубокӗнче
  • 1-мӗш вырӑн — Болгарире иртнӗ тӗнче турнирӗнче
  • 1-мӗш вырӑн — Чехословакире иртнӗ тӗнче турнирӗнче
  • 1-мӗш вырӑн — Норвегире иртнӗ тӗнче турнирӗнче

1985 ҫулта

  • 2-мӗш вырӑн — Красноярскра иртнӗ СССР чемпионатӗнче
  • 2-мӗш вырӑн — ГДР-ти Европа чемпионатӗнче
  • 2-мӗш вырӑн — Норвегире иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче
  • 1-мӗш вырӑн — И. Поддубный ятне асра тытса ирттернӗ тӗнче турнирӗнче.
  • 1-мӗш вырӑн — Норвегире иртнӗ тӗнче турнирӗнче
  • 1-мӗш вырӑн — Германире иртнӗ тӗнче турнирӗнче
  • 1-мӗш вырӑн — Швецире иртнӗ тӗнче турнирӗнче

1986 ҫулта

  • 2-мӗш вырӑн — Омскра иртнӗ СССР чемпионатӗнче.
  • 1-мӗш вырӑн — И. Поддубный ятне асра тытса ирттернӗ тӗнче турнирӗнче.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Панорама спортивного года 1984 / Сост. В. Л. Штейнбах — М.: Физкультура и спорт, 1985
  2. ^ European Championship: Sweden, Joenkoeping, 1984-04-29 to 1984-05-01 (англ.). FILA официаллӑ сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
  3. ^ European Championship: GDR, Leipzig, 1985-04-23 to 1985-04-26 (англ.). Официальный сайт FILA. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
  4. ^ World Championship: Norway, Kolbotn, 1985-08-08 to 1985-08-11 (англ.). Официальный сайт FILA. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.

Каҫӑсем