Тан Хунбо

Тан Хунбо ( кит. çăм. 汤鸿波, пиньинь: Tāng Hóngbō; ҫур. 1975 ҫулхи юпа уйӑхӗ, уезд Сянтань[d], Хунань[d]) — Китай космонавтӗ (тайконавт), истребитель-лётчик, Китай Халӑх ирӗклӗх ҫарӗн Сывлӑш-ҫар вӑйӗсен аслӑ полковникӗ[1].

2021 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче «Шэньчжоу-12» космос карапӗпе орбита станцине вӗҫсе кайнӑ[1]. 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи ака уйӑхӗччен «Шэньчжоу-17» экипаж командирӗ вырӑнӗнче иккӗмӗш хут вӗҫевре пулнӑ, ҫапла вара «Тяньгун» станцине иккӗмӗш хут ҫитнӗ пӗрремӗш Китай космонавчӗ пулса тӑнӑ[2][3]. Икӗ мисси пӗтӗмлетӗвӗпе Китай космонавчӗсем хушшинче космосра пурӗ мӗн чухлӗ пулнипе рекорд лартнӑ — 279 талӑк[2].

Пурнӑҫӗ

Сянтань округӗнчи, Хунань провинцийӗнчи фермер ҫемйинче 1975 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Наци енӗпе — хань, аслӑ пӗлӳллӗ (магистр). Унӑн шӑллӗ пур[1].

1995 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Китай Халӑх-ирӗклӗх ҫарӗн сывлӑш-ҫар вӑйӗсенче хӗсметре тӑнӑ, 1997 ҫулхи ака уйӑхӗнче Китайӑн Коммунистсен партине кӗнӗ. Авиаци полкӗн командирӗ пулса ӗҫленӗ, самолётсемпе аварисӗр вӗҫни 1159 сехетпе танлашать, ВВС "1-мӗш класс летчикӗ"[1].

Космоса вӗҫни

Пӗрремӗш миссийӗ

2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче КХР иккӗмӗш наборлӑ космонавчӗсен ушкӑнне кӗртнӗ[4]. 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «Шэньчжоу-11» космос карапӗн дублицилекен состав йышне кӗнӗ. 2-мӗш класс космонавчӗ. 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Шэньчжоу-12» карапӑн тӗп экипажне тата китай орбита станцине пӗрремӗш экспедицине кӗртнӗ[1].

2021 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Пекин вӑхӑчӗпе 09: 22 сехетре (01: 22: 32 UTC) Тан Не Хайшэн тата Лю Бомин космонавтсемпе пӗрле, Цзюцюань космос ярӑмӗсен центрӗн 43 №-лӗ площадкин 91 №-лӗ старт комплексӗнчен «Шэньчжоу-12» космос карапӗпе «Тяньгун» орбита станци патне старт илнӗ[1][5]. Чанчжэн-2F ҫӗклекен ракета пулӑшнипе хута янӑ. Космос карапӗпе космос станцийӗн ҫыхӑнӑвӗ тепӗр 6 сехет те 32 минутран пулса иртнӗ[6], космонавтсем «Тяньхэ» тӗп отсека куҫнӑ[7]. Космос миссийӗн тӗп тӗллевӗ — Ҫӗр орбитинче тӑвакан Китай космос станцине пӑхса тӑрассине тивӗҫтересси тата тестировани ирттересси[1].

2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тан Хунбо тата Лю Бомин уҫӑ космоса тухнӑ, унта 6 сехет те 46 минут ирттернӗ[8]. Космонавтсем ҫӗнӗ ӑрури «Фэйтянь» китай скафандрӗсен ӗҫ пултарулӑхне тӗрӗсленӗ, карапсем тулашӗнчи панорама камери валли ҫӗклекен кронштейн вырнаҫтарнӑ та алӑ-манипулятор ӗҫне тӗрӗсленӗ. Ку Китай космонавчӗсем уҫӑ космоса иккӗмӗш хут тухни пулнӑ, пӗрремӗшӗ 2008 ҫулта пулнӑ[9].

2021 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче 00 сехет те 56 минутра (UTC) пилотланса тӑракан «Шэньчжоу-12» космос карапӗ китай космос станцин база модулӗнчен уйрӑлнӑ. «Шэньчжоу-12» капсула ҫурҫӗр Китайра «Дунфэн» анса лармалли площадкӑра 2021 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче, 05 сехет те 34 минут та 09 ҫеккунтра (UTC) ӑнӑҫлӑ анса ларнӑ. Вӗҫев тӑсӑлӑвӗ 92 талӑк ытла пулнӑ[10].

Иккӗмӗш миссийӗ: «Шэньчжоу-17»

2023 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче Тан Хунбо экипаж командирӗ пулса Тан Шэнцзе тата Цзян Синьлинь космонавтсемпе пӗрле «Шэньчжоу-17» космос карапӗпе стартланӑ[2]. Ҫапла вара вӑл «Тяньгун» станцине икӗ хут ҫитнӗ пӗрремӗш Китай космонавчӗ тата унта командир пулса таврӑннӑ пӗрремӗш ҫын пулса тӑнӑ[3][2].

Мисси вӑхӑтӗнче экипаж 84 ӑслӑлӑх эксперименчӗ ирттернӗ тата космос биологийӗ, медицина, материаловедени енӗпе 200 ытла тӗслӗх илнӗ[2]. Тан Хунбо тата унӑн ӗҫтешӗсем Китай космос программин историйӗнче пӗрремӗш хут космос ҫӳппи сиен кӳнӗ хӗвел панелӗсене уҫӑ космосра юсанӑ[3].

2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тата 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тан Хунбо уҫӑ космоса иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш хут тухнӑ, вӗсем 7 сехет те 25 минут тата 7 сехет те 52 минут тӑсӑлнӑ[3].

2024 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Пекин вӑхӑчӗпе 17:46 «Шэньчжоу-17» таврӑнакан капсули «Дунфэн» лапамне ӑнӑҫлӑн анса ларнӑ[2]. Вӗҫев тӑршшӗ 187 талӑк пулнӑ[2]. Икӗ мисси пӗтӗмлетӗвӗпе Тан Хунбо космосра пурӗ 279 талӑк пулнӑ, ку Китай космонавчӗсемшӗн ҫӗнӗ рекорд пулса тӑнӑ[2].

2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Тан Хунбо ТАСС агентствӑна интервью панӑ, унта вӑл Китайпа Раҫҫей хушшинче космос сферинче пӗрле ӗҫлессин потенциалӗ питӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ[11].

Статистика[4]
# Старт
карапӗ
Старт, UTC Экспедици Анса лармалли
карап
Анса ларни, UTC Вӗҫев Уҫӑ космоса
тухни
Уҫӑ космосри
вӑхӑт
1 Шэньчжоу-12 17.06.2021, 01:22:32 UTC Шэньчжоу-12 Шэньчжоу-12 17.09.2021, 05:34:09 UTC 92 талӑк та 4 сехет те 11 минут 1 7 сехет ытла
2 Шэньчжоу-17 26.10.2023, 02:14 UTC Шэньчжоу-17 Шэньчжоу-17 30.04.2024, 09:46 UTC 187 суток 2 более 15 часов
Пурӗ 279 талӑк та 4 сехет 3 22 сехет ытла

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 «Шэньчжоу-12»: первая трехмесячная. Новости космонавтики (17 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Chinese astronauts return safely with six-month space station mission accomplished (англ.). The Daily CPEC (30 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Tang Hongbo (англ.). Spacefacts. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Statistics - Tang Hongbo (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2021-17-06. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  5. ^ Китай запустил корабль с космонавтами к орбитальной станции. Коммерсантъ (17 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
  6. ^ Andrew Jones. Shenzhou-12 docks with Tianhe space station module (англ.). spacenews.com (17 ҫӗртмен 2021).
  7. ^ Корабль «Шэньчжоу-12» состыковался с китайской орбитальной станцией. РИА Новости (17 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  8. ^ Tang Hongbo - EVA experience (4 утӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  9. ^ Космонавты из КНР завершили семичасовые работы в открытом космосе. RT (4 утӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ.
  10. ^ Возвращение «Шэньчжоу-12» (выр.). Новости космонавтики (17 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
  11. ^ Тайконавт Тан Хунбо: «У КНР и РФ огромный потенциал сотрудничества в космической сфере». Большая Азия (26 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.

Каҫӑсем