Тапушкович Наташа

Наташа Тапушкович (серб Наташа Тапушковић, хӗр чухнехи хушамачӗ Шолак; ҫур. 1975 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ, Крушевац[d], СР Сербия[d], СФРЮ[d]) — Сербин театрпа кино актриси. Халӑх хушшинче ячӗ Эмир Кустурица ӳкернӗ «Жизнь как чудо» (2004) фильмри Сабаха тӗп рольне вылянӑ хыҫҫӑн сарӑлнӑ[1].

Биографи

Наташа Шолак 1975 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче Крушевац хулинче ҫуралнӑ[2]. Белградра Драма ӳнерӗн факультетӗнчен (Гордана Марич профессор класӗ) вӗренсе тухнӑ[3].

Пӗрремӗш хут кинора актриса 1997 ҫулта «Застрявшая тыква» фильмра вылянӑ. 1998 ҫулта «Лаянье на звёзды» ҫамрӑксен комедийӗнче Даница Янкович рольне вылянӑ хыҫҫӑн ун ятне халӑх пӗлме пуҫланӑ[1].

Тӗнче шайӗнче унӑн ячӗ Эмир Кустурица ӳкернӗ «Жизнь как чудо» (2004) трагикомедийӗнчи Сабаха мусульман хӗрӗн рольне вылянӑ хыҫҫӑн сарӑлнӑ, унта унӑн партнерӗ Славко Штимац пулнӑ. Фильма Канн кинофестивалӗн тӗп программине кӗртнӗ. Фильм ӑнӑҫлӑ тухнӑ хыҫҫӑн Наташа хӑйӗн карьеринче тӑхтав илнӗ, кинона вӑл 2010 ҫулта кӑна таврӑннӑ — «Стрижка» политика драминче Лидия инспектор рольне вылянӑ[2].

Актриса Белградри Югослави драма театрӗпе ӗҫлет. Унӑн ӗҫӗсем хушшинче — «Госпожица» (Иво Андрич тӑрӑх) тата «Ватры» (Маргерит Юрсенар тӑрӑх) спектакльсенчи рольсем[4][5].

Харпӑр пурнӑҫӗ

2006 ҫулта вӑл Вук Тапушкович теннис тренерне качча тухнӑ. Качча тухсан упӑшкин хушаматне илнӗ. Вӗсен икӗ хӗр — Джурджа тата Дана[6].

Фильмографи

Ҫул Вырӑсла ячӗ Чӑн ячӗ Роль
1997 Застрявшая тыква серб Покондирена тиква Евица
1998 Красно, жёлто, зелено… идти серб Црвено, жуто, зелено... крени хӗр
1998 Лаянье на звёзды серб Лајање на звезде Даница Янкович
1999 Весна в Лимасоле серб Пролеће у Лимасолу Ваня
2004 Жизнь как чудо серб Живот је чудо Сабаха
2006 Жизнь как чудо (сериал) серб Живот је чудо Сабаха
2007 Театр в доме серб Позориште у кући Ольга Петрович
2009 Последняя аудиенция серб Последња аудијенција патша майри Наталья Обренович
2010 Стрижка серб Шишање инспектор Лидия
2012 Фолк серб Фолк Сладжя
2015 Памятник Майклу Джексону серб Споменик Мајклу Џексону Любинка
2021 Клюн серб Кљун Петра Лакич
2023 Посещение (Посета) серб Посета Буба

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Natasa Tapuskovic (англ.). IMDb. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Наташа Тапушкович — биография, фильмография. Kino-Teatr.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  3. ^ Nataša Tapušković: U životu je važno imati stila (серб.). RTS (18 юпан 2015). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  4. ^ Nataša Tapušković — Профиль актрисы (серб.). Jugoslovensko dramsko pozorište. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  5. ^ «Gospođica», najdugotrajnija predstava JDP-a (серб.). Euronews.rs (22 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  6. ^ Ljubavna priča Nataše i Vuka Tapuškovića (серб.). Kurir (11 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем