Тиаки Мукаи
Тиаки Мукаи (яп. 向井 千秋?, ромадзи Mukai Chiaki), качча тухиччен — Тиаки Найто, (1952 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ) — яппунсен JAXA космос агентствин астронавчӗ[1], тухтăр. Вӑл Японин пӗрремӗш хӗрарӑм-астронавчӗ, ҫавӑн пекех иккӗмӗш космос вӗҫевне[2] тунӑ Японин пӗрремӗш гражданинӗ пулса тӑнӑ.
Кун-çулĕ
Тиаки Мукаи Татебаяси хулинче ҫуралнӑ, Токиори вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, 1977 ҫулта Кэйо университетӗнче медицина тухтӑрӗн степеньне илнӗ. 1985 ҫулта Тиаки Мукаине астронавтсене хатĕрлекен NASDA[3] агентстви кандидатсен пӗрремӗш наборне суйласа илнӗ. Çав вӑхӑталла вӑл тӗрлӗ сыватмăшсенче ординатор врач пулса ӗҫленӗ хыҫҫӑн Кэйо университечӗн госпиталӗнче кардиохирурги кафедрин заведующийӗн пулӑшуҫи вырӑнне йышӑнса тăнă. Анчах та «Челленджера» катастрофӑна пула унӑн пӗрремӗш вӗҫевӗ палӑртнă вăхăтран каярах пулса иртнӗ. Тиаки вĕренĕве малалла тӑснӑ та 1988 ҫулта Кэйо университетӗнчех физиологи енӗпе тухтӑр степенне илнӗ, тепӗр ҫултан кардиохирург[4] сертификатне илнӗ.
Пӗрремӗш вӗҫев
1992 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ăна 1994-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗнче иртмелли STS-65 "Колумбия" шаттлӑн экипажне назначени панă, ку вӑл Пӗтӗм тӗнчери микрогравитаци лабораторийӗпе (International Microgravity Laboratory, IML-2) пĕрле йĕркеленĕ иккӗмӗш вӗҫев пулнă. Вӗҫев вӑхӑтӗнче космос биомедицинипе микрогравитаци физики енӗпе 82 тӗпчев тунӑ. Вӗҫев тӑсӑлӑвӗ 14 талӑк та 17 сехет те 55 минут та 01 ҫеккунтпа[2][4] танлашнă.
Иккӗмӗш вӗҫев
Тиаки Мукаин иккӗмӗш вӗҫевĕ 1998 ҫулхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче STS-95 «Дискавери» шаттл экипажӗ шутӗнче иртнӗ. Ку экипаж тӑхӑр кунлӑх миссийĕнче тӗрлӗ тӗслӗ усӑллӑ нагрузкӑпа усӑ курса тӗпчевсем ирттернӗ, сӑмахран, Хӗвеле сӑнамалли Spartan-201 платформӑпа, «Хаббл» телескопӑн орбита системисен тест платформипе усӑ курнӑ, ҫавӑн пекех ватӑлу процесӗ ҫине космос вӗҫевӗн витӗмӗ мӗнле витӗм кӳни ҫинчен тӗпчевсем ирттернӗ. Вӗҫев 8 талӑк та 21 сехет те 44 минут та 55 ҫеккунта тăсăлнă. Ку вӗҫев Тиаки Мукаи карьеринче юлашки пулнӑ пирки унӑн пĕтĕмĕшле вӗҫев вăхăчĕ 23 кун та 15 сехет те 40 минут шутланса тăрать[2][4].
- Статистика[5]
| # | Старт карапĕ | Старт | Экспедици | Карап анса ларни | Анса ларни | Вĕçев вăхăчĕ | Уҫӑ космоса тухни | Уҫӑ космосри вӑхӑт |
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1 | Колумбия STS-65 | 08.07.1994, 16:43 UTC | STS-65 | Колумбия STS-65 | 23.07.1994, 10:37 UTC | 14 талăк та 17 сехет те 54 минут | 0 | 0 |
| 2 | Дискавери STS-95 | 29.10.1998, 19:19 UTC | STS-95 | Дискавери STS-95 | 07.11.1998, 17:03 UTC | 08 талăк та 21 сехет те 43 минут | 0 | 0 |
| 23 талăк та 15 сехет те 39 минут | 0 | 0 | ||||||
Вӗҫевсем хыҫҫӑн
2011 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулччен Мукаи JAXA компанин ӗҫ тӑвакан директорӗн аслӑ канашҫи пулнӑ. Унсӑр пуҫне 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл JAXA компанин[6] прикладной космос медицинипе тата çынпа çыхăннă тӗпчевсем тăвакан центра ертсе пынӑ.
2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Мукаи Токи наука университечӗн вице-президенчӗ пулса тӑрать тата JAXA компанишĕн техника консультанчӗ шутланма пуçлать. 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Fujitsu Limited компанин директорӗ, 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен вара Kao[1] корпорацин корпоративлӑ ӗҫ тӑвакан директорӗ пулса тӑрать.
Ăнлантарусем
- ^ 1, 2 Profile of JAXA's Astronauts. JAXA (6 юпан 2010). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Astronaut Bio: Chiaki Mukai (англ.)(недоступная ссылка — история). НАСА (Юпа 2003). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
- ^ В настоящий момент оно переименовано в JAXA.
- ^ 1, 2, 3 Тиаки Мукаи (Наито). Космическая энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Statistics - Mukai Chiaki (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Spacefacts biography of Chiaki Mukai. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ.