Тихонов Руслан Кронидович

Руслан Кронидович Тихонов, — чӑваш сӑвӑҫи. 1955 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ, Канаш хули, Чӑваш Ен) — патшалӑх тата политика ӗҫченӗ. Улттӑмӗш чӗнӗвӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин пайташӗ, Патшалӑх Думин финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ.

Биографи

Руслан Тихонов 1955 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енри Канаш хулинче ҫуралнӑ.

1974-1976 ҫулсенче СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче тӑнӑ.

Канашри финанс техникумӗнче (1974 ҫулччен), кайран Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ, 1981 ҫулта аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен диплом илнӗ. Ҫак ҫулах РСФСР Финанс министерствин Чӑваш АССР-ӗнчи Тӗрӗслевпе ревизи управленийӗн контролёр-ревизор должноҫне ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫак тытӑмра 1995 ҫулччен вӑй хунӑ.

1995 ҫултанпа тата пилӗк ҫул хушши — РФ президенчӗн Тӗп тӗрӗслев управленийӗн Атӑл-Вятка округри инспекцийӗн пуҫлӑхӗ. 2000 ҫулта РФ президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн аппарачӗн тӗрӗслев департаменчӗн пуҫлӑхӗн должноҫне куҫнӑ. 2006 ҫулта РФ президенчӗн ПФО-ри полномочиллӗ представителӗн Александр Коноваловӑн хушӑвне тӗпе хурса Чӑваш Республикинчи федерацин тӗп инспекторне лартнӑ.

2011 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Госдумӑра баллотациленнӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти списокӗнче хӑй тӗллӗн ҫӳремелли правӑпа усӑ курнӑ. Мандатсене валеҫнӗ май РФ Патшалӑх думин VI созывӗн депутатне суйланӑ. полномочисен срокне 2016 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Финанс рынокӗпе ГД комитечӗн йышне кӗнӗ, председатель ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

Наградӑсем

“ Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн ” орден медалӗ (2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗ),

«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗ (2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗ).

Асӑрхаттарусем

Каҫӑсем

Категори: Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думин VI чӗнӗвӗн депутачӗсем

Категорисем