Трактор историйӗн музейӗ

Трактор историйӗн музейӗ (тулли ячӗ — «Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ» харпӑр культура учрежденийӗ) — Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ транспорт музейӗ. Унӑн тӗп коллекцийӗ — ялхуҫалӑх тата промышленность машинисем. Ҫулталӑкне 30 пин ҫын ытла килсе курать. Музей экспозицийӗ 1,5 пин ытларах тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать[1][2]. 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне учрежденин музей фондӗнче 5000 ытла экспонат упраннӑ.

Кунҫулӗ

2010 ҫулта «Трактор тӑвакансен савучӗсем» Концерн ертӳлӗхӗ пуҫарнипе тата Раҫҫей машиностроителӗсен пӗрлӗхӗ(выр.)чăв. пулӑшнипе йӗркеленӗ. Проекта Раҫҫей культурин фончӗ тата «Ростех» ПК пулӑшнӑ. Куракансене пӗрремӗш хут музей 2011 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йышӑннӑ.

Коллекцисем

Музей коллекцийӗнче 50 ытла кустӑрмаллӑ тата гусеницӑллӑ ялхуҫалӑх тата промышленность тӗллевӗллӗ тракторсем, ҫав шутра Fordson, СХТЗ 1530 /, McCormick Deering, Универсал-2, ХТЗ-7, Т-28, Porshe, John Deere model D, Т-330 тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех музей коллекцийӗнче ялхуҫалӑх тата промышленность пӗлтерӗшлӗ тӗрле трактор техникин 1: 42 масштабпа пӗчӗклетсе ӑсталанӑ 600 коллекци моделӗ упранать. Вӗсенчен пӗр пайӗ — Шупашкарти трактор историйӗн музейӗ тата «Premium & Collectibles Trading Europe» франци музейӗ килӗштерсе ӗҫленин ҫимӗҫӗ, вӑл музейра кӑтартнӑ техникӑн тӗслӗхӗсене 3D-сканерлассипе ӗҫлет.

Авалхи тракторсемпе 1: 42 масштабпа пурнӑҫланӑ модельсемсӗр пуҫне музейра ҫаксем пур:

  • трактор тӑвассине халалланӑ ӑслӑлӑхпа техника вулавӑшӗ;
  • 3D-презентацисем, слайдсем тата фотодокументсем;
  • тракторсемпе трактор тӑвасси ҫинчен ӳкернӗ фильмотека;
  • коллекция художественных полотен в жанре соцреализм на тракторную тематику;
  • трактор тематикине пӗрремӗш пилӗкҫуллӑхсен вӑхӑтӗнчи плакатсен подлинникӗсем;
  • трактор савучӗсенче усӑ курнӑ станок оборудованийӗ;
  • Хисеп хучӗсем, орденсемпе паллӑсем, производствӑра малта пыракансене – трактористсене.

Музей экспозицийӗ ҫак пайсенчен тӑрать:

  • «Сухапуҫран тытӑнса хӑй тӗллӗн куҫакан хатӗрсем таран»;
  • «Трактор историйӗ пӑс машинисенчен пуҫласа хӑватлӑ дизельсем таран»;
  • «Хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршывсенчи трактор тӑвас ӗҫ аталанӑвӗ»;
  • «Промышленность, вӑрман тата ялхуҫалӑх тракторӗсем туса кӑларакансем»;
  • «Пуласлӑх тракторӗ»;
  • «Трактор тӑвас ӗҫ легендисем».

Трактор историйӗн музейӗн никӗсӗ ҫинче тӗрлӗ конкурссем иртеҫҫӗ, ҫав шутра «XXI ӗмӗрти Кулибин». Унта тӗрлӗ детальсенчен, хӑш-пӗр чухне техникӑран аякра тӑракан материалсенчен, чӑн-чӑн тракторсем тата унпа ӗҫлемелли тӗрлӗ хатӗрсем тӑвакан хӑйнеевӗрлӗ конструкторсем тупӑшаҫҫӗ.

Ертӳлӗх

Музей директорӗ пулса 2010 ҫултанпа Альберт Николаевич Сергеев вӑй хурать.

Сӑнсен пуххи

Ӑнлантарусем

  1. ^ NTD: потрогать, забраться, порулить — в уникальном Музее истории трактора можно всё. ИноТВ. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  2. ^ Discovery Channel Россия. Средняя волга - Дороги России: сезон 2 (8 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.