Тыва чӗлхи кунӗ

Тыва чӗлхи кунӗ (тыв. Тыва дыл хүнү) — Тыва Республикин Пуҫлӑхӗн 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчи «Тыва чӗлхин кунӗ ҫинчен» Хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ тӑван чӗлхене халалланӑ уяв [1]. Ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Тыва чӗлхин Тыва Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан Саккунпа килӗшӳллӗн патшалӑх чӗлхи статусӗ пур[2]. Хальхи вӑхӑтра тывалла 300 пине яхӑн ӑнланакан-калаҫакан шутланать. Тывара тыва чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра тата общество хутшӑнӑвӗнче усӑ кураҫҫӗ, тывалла кӗнекесемпе хаҫатсем тухаҫҫӗ, телевидени программисем, интернет-сайтсем пур[3].

Уяв кун-ҫулӗ

Тыва Республикин Пуҫлӑхӗ Шолбан Кара-оол Тыва Республикин Халӑх ҫыравҫи Александр Даржай пуҫарӑвне тӗпе хурса 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчи «Тыва чӗлхин кунӗ ҫинчен» Хушӑвӗпе тыва чӗлхине упраса хӑварас, пулӑшас тата аталантарас тӗллевпе ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тыва чӗлхин кунне ирттерме йышӑннӑ.

Уяв

Тыва чӗлхин кунне пӗрремӗш хут 2016 ҫулта паллӑ тунӑ[4]. Тыва Республикин Правительстви ҫулсеренех тува чӗлхин уйӑхлӑх планне ҫирӗплетет, вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланать те чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленет.

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кызылта кашни ҫулах пӗтӗмлетӳ мероприятийӗ — республика шайӗнчи «Тыва чӗлхи — халӑх пурлӑхӗ» форум — иртет. Унта ӑсчахсемпе экспертсем хутшӑнаҫҫӗ, тивӗҫлисене патшалӑх наградисемпе чыслаҫҫӗ.

Уява Тыва Республикинче кӑна мар, тывасем йышлӑ пурӑнакан ытти регионта та палӑртаҫҫӗ[5].