Тӑрмӑш вӑтам шкулӗ
Тӑрмӑш вӑтам шкулӗ (выр. Турмышская средняя школа) — Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи вӑтам шкул, Тӑрмӑш ялта вырнаҫнӑ.
Адресӗ: Тӑвай районӗ, Тӑрмӑш сали, Совет урамӗ, 13-мӗш ҫурт[1].
Директорӗ: Матросова Людмила Ивановна (врио)[1].
Историйӗ
1884 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Мӑн Тӑрмӑшри хутла вӗрентекен шкул ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Павел Сидоров ҫуртӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ, ҫакӑншӑн ҫулталӑкне 2 тенкӗ тӑкакланӑ. Кунта 15–18 ҫулхи ҫамрӑксем пӗлӳ илнӗ, пурӗ 18 ача вӗреннӗ[2].
Пӗрремӗш вӗрентекен пулса Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ М. Семёнов ӗҫленӗ. Кайран ачасене С. Захаров (1885–1886), П. Меркурьева (1886–1889), А. Порфирьев (1890–1896) вӗрентнӗ[3].
1896 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа пуҫламӑш земство шкулӗ пулнӑ, вӑл ятарласа туса лартнӑ шкул ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Икӗ уйӑх хушши А. Силин ӗҫленӗ, кайран пӗр уйӑх — Н. Кириллова. Малалла вара 1897 ҫултан пуҫласа 1901 ҫулччен ачасене А. Васильева, 1901 ҫултан пуҫласа 1909 ҫулччен Д.И. Преображенский (иккӗмӗш ушкӑн йӗркеленӗ), 1909 ҫултан пуҫласа 1913 ҫулччен А.И. Щербакова, 1913 ҫултан пуҫласа 1933 ҫулччен И.П. Разин вӗрентнӗ[2].
1917 ҫулта шкул ҫурчӗ ҫунса кайнӑ, ҫапла вара И.П. Разин ачасене хӑйӗн килӗнче вӗрентнӗ. Иккӗмӗш ушкӑн В. Фёдоров хресченӗн килӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Каярахпа классем Е. Семёнов, И. Разин килӗсенче, чиркӳ хуралтинче, священник килӗнче вырнаҫнӑ[3].
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн шкул статусӗ те улшӑнса пынӑ. 1909–1923 ҫулсенче вӑл 1-мӗш ступеньлӗ совет шкулӗ пулнӑ, 1923–1933 ҫулсенче — тӑватӑ ҫул вӗренмелли шкул, 1933–1934 ҫулсенче колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗ, 1934–1946 ҫулсенче — тулли мар вӑтам шкул; 1946–1960 ҫулсенче ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул[3].
1934 ҫулта, директор вырӑнӗнче П.Г. Григорьев ӗҫленӗ вӑхӑтра, шкулӑн типлӑ ҫуртне туса лартнӑ[3].
1966 ҫулта вӑл вӑтам шкул шайне хӑпарнӑ. 1984 ҫулта тӑснӑ вӗренӳ кунӗллӗ вӑтам шкул пулса тӑнӑ, 1996 ҫулта — пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул[3].
1979–1981 ҫулсенче 464 ача вӗренмелӗх ҫӗнӗ шкул ҫуртне туса лартнӑ[3].
2019 ҫулта шкул 135 ҫул ӗҫленине паллӑ тунӑ. Ҫак вӑхӑт хушшинче кунта 290 вӗрентекен ӗҫленӗ, 1530 ҫын пӗлӳ илнӗ, вӗсен хушшинче 43 медалист[2].
Шкул директорӗсем
Тӗрлӗ вӑхӑтра шкул директорӗн вырӑнне ҫаксем йышӑннӑ[3]:
- Григорьев П.Г. (1934–1944; 1938–1941 ҫулсене шута илмесен);
- Иванов И.И. (1938);
- Цаплин Н.Г. (1938–1940);
- Петров Ф.П. (1940–1941);
- Васильев Г.В. (1944–1947);
- Кадикин Н.А. (1947–1948);
- Никоноров П.Н. (1948);
- Васильева З.В. (1948–1950);
- Андреев А.А. (1950–1951);
- Игнатьев П.И. (1951–1954);
- Назаров М.Н. (1954–1959, 1963–1976);
- Казаков Н.Д. (1959–1963);
- Павлов Г.Н. (1976–1977, 1992);
- Яковлева П.Я. (1977–1987);
- Смолин М.А. (1987–1992);
- Андреев М.М. (1992–1996, 2003–2012);
- Сидоров В.Г. (1996–2003);
- Николаева С.В. (2012–?).
Хальхи вӑхӑтра
Шкулта тӑватӑ пуҫламӑш класс кабинечӗ пур, ытти кабинетсем пӗршер: математика, физика, химипе биологи, информатика, вырӑс чӗлхипе литератури, истори, географи, ют чӗлхе, ОБЖ, чӑваш чӗлхипе литератури. Шкулӑн вулавӑш пур, унта 13594 кӗнеке вырнаҫнӑ (ҫав шутра вӗренмелли кӗнекесем — 2941). Шкул спортзалӗ 183, 07 тӑваткал метр йышӑнать[4].
Шкулта вӗренекен ачасене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ, ҫакӑн валли 70 вырӑнлӑ столовӑй пур, унӑн лаптӑкӗ 158 тӑваткал метр[4]. Вӗри апатпа «Янтиковский общепит» ТМЯП тивӗҫтерет[5].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Структура и органы управления образовательной организацией. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Э.С. Ушаков. Энциклопедия Янтиковского района : Турмышская средняя общеобразовательная школа (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиоека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ. — «Новое время», 2020. — Т. 1. — С. 480-481. — 636 с. — ISBN 978-5-907246-52-2.
- ^ 1, 2 Материально-техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса. Доступная среда (выр.). Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Турмышская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Организация питания в образовательной организации (выр.). Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Турмышская средняя общеобразовательная школа» Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
Вуламалли
- Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ. — «Новое время», 2020. — Т. 1. — С. 480-481. — 636 с. — ISBN 978-5-907246-52-2.
Каҫӑсем
- Шкулӑн официаллӑ сайчӗ (выр.)
- Э.С. Ушаков. Энциклопедия Янтиковского района : Турмышская средняя общеобразовательная школа (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиоека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.