Тӳрӗ суйлав

Тӳрӗ суйлав — суйлавҫӑсем влаҫӑн представительлӗ — ӗҫ тӑвакан, саккун йышӑнакан — органсене депутатсене тӳррӗн сасӑласа йӗркеленӗ суйлав тытӑмӗ. Темиҫе тапхӑрлӑ тӳрӗ мар суйлавпа танлаштарсан, тӳрӗ суйлав — представительлӗ учрежденисене йӗркелемелли демократилле меслет, вӑл суйлавҫӑсен ирӗкне тухӑҫлӑ палӑртать тата вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑларман депутатсене чӗнсе илмелли тивӗҫе пурнӑҫлама май парать.

Раҫҫейре тӳрӗ суйлавӑн чи анлӑ та курӑмлӑ тӗслӗхӗ Президент суйлавӗсенче палӑрать, Президент суйлавӗсем ҫавӑн пекех пӗтӗмӗшле, пӗр тан тата вӑрттӑн шутланаҫҫӗ.

Асӑрхаттарусем

Каҫӑсем

Категорисем