Уайнапутина

Уайнапутина (исп. Huaynaputina [wainapuˈtina], кечуа Wayna тенинчен — «ҫамрӑк», Putina' — «вулкан») — кӑнтӑр Перу территоринчи вулкан сӑртлӑхӗнче вырнаҫнӑ пысӑк вулкан.

Вулканăн палăрса тăракан ту профилӗ ҫук, анчах ун вырӑнне пысӑк вулкан кратерӗн форми пур. 1600 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче пысӑк инкек кӑларса тӑратнӑ пӗрхӗнӗвӗпе (вулкан пӗрхӗнӗвӗсен VEI шкалипе 6 баллпа танлашнӑ)[1] паллӑ, вӑл Кӑнтӑр Америкӑра çынсем континент çине вырнаçнăранпа та вулканăн чи вăйлă пĕрхĕнĕвĕ пулнă.

Ҫак пӗрхӗнӳ «Пĕчĕк пăрлăх тапхăрĕнчи»[2] нумай климат улшӑнӑвӗсен сӑлтавӗ пулма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Уйрăмах, вӑл Раҫҫейри 1601—1603 ҫулсенчи халăх пăлхавĕсен Смута вăхăтне [3] [4] чĕртнĕ Аслӑ выҫлӑха ҫуратма пултарнӑ. Анчах та ҫак ҫыхӑнӑва тӳрремӗн ҫирӗплетсе панине хальлӗхе тупса палӑртман [2].

Инкек хăварнă йĕр:

  • 1500 ытла çын вилнĕ;
  • темиҫе пысӑк ял тӗппипех арканнӑ;
  • тыр-пулпа пахча çимĕçе пӗтӗмпех ҫухатни массӑллӑ чирсем патне илсе ҫитернĕ;
  • климат майӗпен улшӑннă.

1600 ҫулта хăй кĕлеткин пысӑк пайне ҫухатнă Уайнапутин вулканӗ халӗ те «çывăрать». Çапах та, вулкан хӑватне шута илсе, ученӑйсем унӑн вăйне тимлӗн сӑнаҫҫӗ, вулкан сийĕнчи кашни улшӑнăва палӑртаҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Thouret J.-C., Davilla J., Eissen J.-P. Largest explosive eruption in historical times in the Andes at Huaynaputina volcano, A.D. 1600, southern Peru(акăлч.) // Geology (journal) : journal. — 1999. — May (vol. 27, no. 5). — . — DOI:10.1130/0091-7613(1999)027<0435:LEEIHT>2.3.CO;2. — Шаблон:Bibcode. 2026 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ 1, 2 Alexandra Witze. The volcano that changed the world (англ.). Nature (11 акан 2008). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 12-мӗшӗ.
  3. ^ Владимир Грамм. Уайнапутина на Юрьев день , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнчи копийӗ // Газета.ru, 12.04.2008.
  4. ^ Всемирная история в интернете , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ // Хронос

Литература