Улангин Аркадий Григорьевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Улангин Аркадий Григорьевич
Çуралнă вăхăт 1930 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ(1930-02-04)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1993 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ(1993-05-22) (63 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Ачисем Улангин Игорь Аркадьевич
Премисемпе чысланисем
заслуженный тренер РСФСР мастер спорта СССР

Улангин Аркадий Григорьевич (1930 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ, Татмӑш, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР1993 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманинчи ҫӑмӑл атлет, СССР спорт мастерӗ (1960). Педагогика ӑслӑхӗсен кандидачӗ (1968), доцент. РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ (1973).

1959 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППИ историпе филологи факультетне, 1967 ҫулта Мускав патшалӑх педагогика институчӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ. 1959 ҫултан пуҫласа 1963 ҫулччен — Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ шкул-интернат вӗрентекенӗ, Шупашкарти ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорӗ. 1963 ҫултанпа И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППИре преподавательте, физкультура факультечӗн деканӗнче ӗҫленӗ.

Пысӑк шайри 10 ытла спортсмена, ҫав шутра Николай Иванович Пуклакова та, вӗрентсе кӑларнӑ.

Игорь Аркадьевич Улангинпа Олег Аркадьевич Улангинӑн ашшӗ.

  • Организация и развитие физкультурного движения в Чувашии за годы Советской власти (1917-1967): автореф. дис. … канд. пед. наук. М., 1968.

Аркадий Григорьевич Улангин ячӗпе унӑн тӑван ялӗнчи — Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчи Татмӑшри — пӗр урам хисепленет.