Улатăр хыпарĕ (хаçат)
Улатăр хыпарĕ (вырăсла Алатырские вести), — Улатăр районĕн хаçачĕ, вырăсла тухать.
Кун-çулĕ
Хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ 1917 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Знамя труда» (Ӗç ялавĕ) ятпа тухнă. Чăваш Енре тухса тăракан район хаçачĕсенчен вăл чи ваттисем шутне кĕрет.
Вăрăм кун-çулĕ хушшинче хаçатăн ячĕ нумай хутчен улшăннă. Тĕрлĕ вăхăтра вăл «Крестьянин и рабочий» (Хресченпе рабочий), «Путь революции» (Революци çулĕ), «Наша жизнь» (Пирĕн пурнăç), «Трудовая газета» (Ӗç хаçачĕ), «Ленинский путь» (Ленин çулĕ) ятсемпе тухнă. 1992 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара хальхи ятпа тухать. Халĕ хаçат 3 пинлĕ тиражпа тухать.
2005 çулхи çурла уйăхĕн 23-мешĕнче хаçатăн 20 пинĕмĕш кăларăмĕ тухнă.
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |