Фанни Кадео

Стефа́ния «Фа́нни» Каде́о (итал. Stefania „Fanny“ Cadeo, ҫур. 1970 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ, Лаванья[d], Лигури) — Итали моделӗ, актриси, юрӑҫи тата телеертӳҫи[2].

Пурнӑҫӗ

1970 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑл Лаванья хулинче ҫуралнӑ.

Кьявари хулинчи «Santa Marta» лингвистика шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Юрӑ, джаз тата хальхи ташӑ курсӗсене ҫӳренӗ. Вырӑнти Беатриче Бракко педагог патӗнче актер ӑсталӑхне вӗреннӗ.

Стефани малтанхи хут 1992 ҫулта Striscia la Notizie телепрограммӑра тухса калаҫнӑ чухне чапа тухнӑ. Кайран телепроектсенче ӗҫленӗ, 2003 ҫулта пӗрремӗш хут театр сцени ҫине тухнӑ. RAIDue каналта «Il Cercasapori» телекамита ертсе пынӑ[2].

Акӑлчанла, французла тата нимӗҫле ирӗклӗ калаҫать[3].

Стефания Кадеон 2014 ҫулта Итали бизнесменӗнчен Стефано Кавильярӗнчен (Stefano Caviglia) ҫуралнӑ хӗр пур[4].

2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче унӑн хӗрӗ Кэрол Кадео The Voice Kids шоуна хутшӑнать[5].

Суйласа илнӗ фильмографи

  • Троица и Малыш… и теперь всё зависит от нас (1995)
  • Смешанное благословение (1995)
  • Ненадёжные (1997)
  • Подлинная история банды из Мальяны (2004)
  • С ума сойти (2005)
  • Слишком красив (2005)

Суйласа илнӗ дискографи

  • Another Chance (1993)
  • Mambo Italiano (1993)
  • I Want Your Love (1994)
  • Pecame (1994)
  • Living In The Night (2000)

Ӑнлантарусем

  1. ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  2. ^ 1, 2 Rai Due Fanny Cadeo. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ T, C. Chi è Fanny Cadeo (2018-08-26). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  4. ^ Donna Glamour. Che fine ha fatto Fanny Cadeo? Tutto quello che non sai sull'ex velina di Striscia (итал.) (29 утӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
  5. ^ The Voice Kids: Carol, la figlia di Fanny Cadeo, canta Nessun Dolore (video) (2024-12-07). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем