Феизов Энвер Зиатдинович
Ҫын пирки | |
Феизов Энвер Зиатдинович | |
Чӑн ят |
тут. ئەنۋەر زىاتدىن ئوغلىٰ فەيزف тут. Ənvər Ziatdin ulь Fəjezef тут. Әнвәр Зыятдин улы Фәезов тут. Änwär Zıyatdin uğlı Fäyezef |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 30.4.1928 |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 14.6.2011 (83 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Ĕçе илекен | |
Премисемпе чысланисем |
Феизов Энвер Зиатдинович (Мӑн Патӑрьел районӗ, Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.
Кун-ҫулӗ
Вӗреннӗ тапхӑр
Патӑрьелӗнчи педучилищӗре (1946), Хусанти патшалӑх педагогика институчӗн педагогика факультетӗнче (1950) пӗлӳ илнӗ.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ
1952—1960 ҫулсенче Чкаловски вӑтам шкулӗн директорӗ, 1962—1970 ҫулсенче Мускав энергетика институчӗн Атӑл филиалӗнче философи вӗрентекенӗ, 1970—1979 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн философи кафедрин заведующийӗ, 1983—1993 ҫулсенче Мускаври потребкоопераци университечӗн Шупашкарти филиалӗн философи кафедрин доценчӗ пулса ӗҫленӗ.
1957—1960 ҫулсенче М. В. Ломоносов ячӗллӗ МПУра философи енӗпе аспирантурӑра вӗреннӗ. 1965 ҫулта М. В. Ломоносов ячӗллӗ МПУра «Психофизическая проблема» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ, 1994 ҫулта философи профессорӗ пулса тӑнӑ. 1993—2011 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ философипе ӑслӑлӑх методологи кафедрине ертсе пынӑ, «Ӑслӑлӑхпа техника философийӗ», «Социаллӑ философи» специальноҫсемпе аспирантсемпе докторантсен ӗҫӗсене ертсе пынӑ. Философи ӑслӑлӑхӗсен енӗпе доктор диссертаци канашӗн председателӗ пулнӑ.
Психофизика проблемипе ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫне ертсе пынӑ. 30 яхӑн кӗнекепе брошюра, 100 ытла ӑслӑлӑх статйи пичетленӗ.
Э. З. Феизовӑн тӗп ӑслӑлӑх шухӑшӗсем философи пӗлӗвӗн никӗсӗ валли паха пурлӑхӗ пулса тӑнӑ, синергетика, виртуалистика идейисене аталантарма пулӑшнӑ, психологи, социаллӑ философи, методологи предмечӗсем ҫине пысӑк витӗм кӳнӗ, унӑн методологи канашӗсем нейрофизиологипе искусствӑлла интеллект теорийӗ шайӗнче хисепе тивӗҫнӗ. Унӑн пуҫарӑвӗпе регионсем хушшинчи «Цивилизация. Философия. Общество» (2001) тата «Наглядность в познании» (2008) ӑслӑлӑх конференцийӗсем иртнӗ.
Хисепӗсем
- Халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ (1978);
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ аслӑ шкул ӗҫченӗ (1989);
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Хисеп грамоти (1990);
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2003);
- И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тава тивӗҫлӗ профессорӗ (2004);
- Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхӗсен облаҫӗнчи патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2009);
- Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (2010);
- Тӗнчери информатизаци академийӗн чӑн пайташӗ (1995).
Тӗп сочиненисем
- Философский анализ психофизической проблемы: автореф. дис. … д-ра филос. наук. М., 1993;
- Восприятипе реальность. Шупашкар, 1992;
- Пуҫ мими, психика тата физика. М., 1994.
- Физика тата сознани. Шупашкар, 2001 (соавторствӑра);
- Проекци тата инвариант категорийӗсем (иллюстративлӑ изложенире): учеб. пособие. Шупашкар: Изд-во Чуваш. ун-та, 2009.
- Уҫлӑх тата вӑхӑт: вӗренӳ. пособи. Шупашкар: Изд-во Чуваш. ун-та, 2010.
- Феномен экстрапроекции в структуре восприятия и мышления. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2010.
Каҫӑсем
- [1]
- Страница а на сайте И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧГУ сайтӗнчи Э. З. Феизов страници
- Чӑваш энциклопеди сайтӗнчи Э. З. Феизов страници
|
- Акан 30-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1928 ҫулта ҫуралнисем
- Патӑрьел районӗнче ҫуралнисем
- Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче вилнисем
- 2011 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- РУВИКИ:РУВИКИ.Даннӑй элеменчӗ ҫине кӑтартакан вырӑсла алӑ пусман статьясем
- Тутар гуманитарипе педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ преподавателӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем
- Шӑнкӑртамра ҫуралнисем
- Мӑн Патӑрьел районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче ҫуралнисем
- РСФСРта ҫуралнисем
- Раççей философĕсем
- СССР философĕсем
- XX ӗмӗрти философсем
- Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗсем
- Тава тивӗҫлӗ профессорсем
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ аслӑ шкул ӗҫченӗсем
- Философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем
- Ăсчахсем, алфавитпа