Фронт (фильм)
Фронт (выр. Фронт) — ЦОКС киностудире Васильевсем режиссёр 1943 çулта ӳкернĕ совет мусăк илемлĕ камичĕ.
Сюжет
Фильмра икĕ тĕп персонажăн, Хĕрлĕ Çарăн генералĕсен — Горловпа Огнёв — ваттипе çамрăккин хирĕçтăрăвне кăтартнă, РКХÇ командирĕсен ăру сыпăкне çĕнетмелли çинчен сăмах хускатнă.
Фронт çарпуçĕ Горлов — граждан вăрçи витĕр тухнăскер, нимĕç нацисчĕсемпе çĕнĕ меслетсемпе çапăçма пултараймасть, çакна пула чылай совет салтакĕпе офицерĕ пĕтет. Ăна хирĕç тăракан Огнёв генерал — хăюллă, ăслă, çирĕп хакаллă, вăрçăра чăтăмлă.
Рольсенче
- Борис Жуковский — Горлов Иван, фронт çарпуçĕ
- Борис Бабочкин — Огнёв, çарпуçлăхĕ
- Павел Герага — Колос, кавгруппа командирĕ
- Борис Дмоховский — Благонравов, фронт штабĕн пуçлăхĕ
- Василий Ванин — Хрипун, фронтăн çыхăну пуçлăхĕ
- Борис Чирков — Удивительный, фронтăн разведуйрăм пуçлăхĕ
- Лев Свердлин — Гайдар, Вăрçă канашĕн пайташĕ
- Павел Волков — Горлов Мирон, авиасавут директорĕ
- Николай Крючков — Горлов Сергей, гварди лейтенанчĕ
- Борис Блинов — Остапенко, гварди сержанчĕ
- Мария Пастухова — Маруся, санитарка
- Анатолий Алексеев — эпизод тата ур.
Асăрхавсем
Каçăсем
- «Фронт»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче