Фукс пахчи

Фукс пахчи — Хусанти Вахитов районӗнчи сквер.

Вырӑнӗ

Сквер Казанка юханшывӗ ҫывӑхӗнче, унӑн сулахай ҫыранӗнчи чӑнкӑ тӑвайкки патӗнче вырнаҫнӑ.

Анӑҫ енчен, Султан-Галиев лапамӗпе «Казань» Наци культура центрӗ патӗнче, Фукс пахчи Кӗҫӗн Хӗрлӗ урампа, кӑнтӑртан — Адамюк урамӗпе, тухӑҫ енчен — Жуковский тата Подлужная урамӗсемпе чикӗленет.

Халь Фукс пахчи патӗнче сквер тӑвайккин ландшафт композицине улӑштарас тӗллевпе ҫыран хӗррин 121 962 м² лаптӑкне тирпейлеҫҫӗ. Кунта 2,5 пин машина вырӑнӗ, концерт залӗ тума, ҫавӑн пекех кафе, ресторансем, суту-илӳ лавккисем вырнаҫтармалӑх вырӑн хатӗрлеме палӑртнӑ.

Истори

1896 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче Хусанти паллӑ врач, ботаник, этнограф, историк, археолог тата нумизмат Карл Фёдорович Фукс вилнӗ хыҫҫӑн 50 ҫултан, Хусан Хула думи Археологи, истори тата этнографи пӗрлӗхӗн пуҫарӑвӗпе (ӑна йӗркелекенсенчен пӗри Карл Фукс пулнӑ) ӑсчахӑн ятне ӗмӗрлӗхе сыхласа хӑварас тесе йышӑну тунӑ. Арск масарӗн лютерансене пытарнӑ пайӗнче ун вилтӑприйӗ ҫине палӑк лартнисӗр тата ӑна чысласа Урлӑ-Тихвин урамне Фукс ятне панисӗр пуҫне Казанка юханшывӑн ҫӳллӗ ҫыранӗнче («Качака сӑрчӗ») пахча-сквер хӑтлӑлатма йышӑннӑ. «Фукс пахчине» 1896 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗнче чаплӑ мероприяти ирттерсе никӗсленӗ. Унта сайра тӗл пулакан паха йышши йывӑҫ-тӗм (сенкер чӑрӑшсем) лартнӑ.

Совет саманинче скверӑн чӑн ячӗпе усӑ курман.

1996 ҫулта Хусанта К. Ф. Фукс ҫуралнӑранпа 220 ҫул тата вилнӗренпе 150 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Ҫавна май хулари нимӗҫсен пӗрлӗхӗ (Хусанти Карл Фукс ячӗллӗ нимӗҫ обществи) пуҫарнипе чылай мероприяти ирттернӗ, ҫав шутра Фукс пахчине хӑтлӑх кӗртнӗ. Ҫав ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче скверта Карл Фуксӑн бронза палӑкне (скульпторӗсем: Андрей Балашов, Игорь Козлов) уҫнӑ. Фукс пахчинче палӑк уҫнӑ ятпа ирттернӗ уява Германин Раҫҫейри элчи Эрнст-Йорг фон Штуднитц хутшӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра

Сквер хулан паллӑ вырӑнӗ, хула ҫыннисен чаплӑ кану вырӑнӗ шутланать.

Унта час-часах тӗрлӗ уявсем ирттереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2012 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Назиб Жиганов Мемориал музейӗ (Назиб Жиганов музейӗн чӳречисем Фукс пахчине тухаҫҫӗ) Хусанти ӳнер вӗренӳ заведенийӗсен педагогӗсемпе пӗр шухӑшлӑ пулса Ачасене хӳтӗлемелли кун ҫемье уявне йӗркеленӗ.

Интереслӗ фактсем

1997 ҫулта Фукс пахчинчен ливан кедрӗн хунавӗсене, Карл Фукс палӑкӗн пайне — туйине — вӑрланӑ.

Карл Фукс палӑкӗнчи туйин алӑпа тытмалли пайӗ ҫинче Хусан администрацийӗн унчченхи пуҫлӑхӗн К. Ш. ИсхаковаСм сӑнне ӳкернӗ: // Inkazan. Ru Хусан пурнӑҫӗ сӑнӳкерчӗксенче. – 2012. – 29 пуш.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хусанти зооботаника сачӗ — Раҫҫейӗн аслӑ зооботсачӗсенчен пӗри, ӑна К. Ф. Фукс никӗсленӗ.

Фотогалерея

Fuks Garden3. JPG Фукс сачӗ, К. Фукс палӑкӗ

Fuks Garden2. JPG Фукс сачӗ, аллея

Fuks Garden4. JPG Фуксовский сад, аллея с беседкой

Асӑрхаттарусем

Каҫӑсем

// Kazancat. ru Путеводитель по Казани.

// Inkazan. Ru Хусан пурнӑҫӗ сӑнӳкерчӗксенче. – 2010. – 22 утӑ.

Категори: Хусан сачӗсемпе паркӗсем

Категори: Хусанӑн тивӗҫлӗ вырӑнӗсем

Категорисем