Фуэ
Классификаци
Фуэ икĕ пысăк ушкăна — урлисем тата тăрăхлисем çине — пайлаççĕ[3]. Урлисенче тута валли шăтăксем айăккинче, тăрăхлисенче — вĕçĕнче вырнаçнă[4].
Хитирики
Хитирики (яп. 篳篥?) — пысăках мар (20 см ытла мар) икĕ патаклă вĕрмелли бамбук инструменчĕ. Хитирики юрăлла çепĕç, анчах та кăштах нăрлатнă пек янăрать, çинçе (çӳлти) регистрĕнче — касăк тембрăллă. Тон диапазонĕ — пĕр октава.
Комабуэ
Комабуэ (яп. 高麗笛, Корё флейти) — пӳрнесем валли ултă шăтăклă урлă флейта. Япон Килĕнчи гагаку тата комагаку мусăкĕнче усă кураççĕ.
Рютэки
Рютэки (яп. 龍笛 рю:тэки, «дракон флейти») — япон бамбук урлă флейта, тăршшĕ 40 см яхăн, диаметрĕ — 1,3 см, çичĕ шăтăклăскер. Гагакура усă кураççĕ.
Нокан
Нокан (яп. 能管 но:кан, тӳррĕн «но театрĕн » пăрăхчи) — япон урлă флейта, но тата кабуки театрĕсенче аккомпонементлеме усă кураççĕ.
Кагурабуэ
Чи вăрăм фуэ, 45,5 см тăршшĕ. Микагура жанрĕнче усă кураççĕ.
Асăрхавсем
- ^ Taiko — Japanese Drumming." 2008 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче архивланӑ., Drumdojo Magazine, Ed. Paul Marshall, 2000, retrieved 6 July 2008
- ^ Malm, William P. Traditional Japanese Music and Musical Instruments. 1959. Rev. ed. Otowa: Kodansha International, 2000.
- ^ «Fue (Flute).» Japanese Traditional Music". 2008 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗнче архивланӑ., 2002, Columbia Music Entertainment, retrieved 6 July 2008
- ^ «Fue (Flute)», Japanese Traditional Music 2008 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗнче архивланӑ., 2002, Columbia Music Entertainment, retrieved 6 July 2008
Литература
- Berger D. P. The Nohkan: Its Construction and Music(акăлч.) // Ethnomusicology. — University of Illinois Press, 1965. — Vol. 9, no. 3. — . — DOI:10.2307/850235.