Хăмла пахчи
'Хăмла пахчи — XX ӗмӗр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Филипп Лукин композитор Петĕр Ялкир тата Николай Сандров сăввипе çырнă.
Юррăн сăвви
Хăмла пахчи
Хăмла пахчи укăлчара
Вăрман евĕр каш кашлать
Колхоз хĕрĕ юрла-юрла
Ăмăртса хăмла татать
Хушăм:
Пахчи, пахчи
Хăмла пахчи
Ытарма çук илемне
Чăваш хăмли —
Чи хăватли
Чапĕ кайрĕ инçене
Хамăр ĕçчен, ай пулнăран
Ăнса пулчĕç хăмласем
Хăна-тантăш, ай, пухăнсан
Шăранаççĕ юррисем
Хушăм:
Симĕс ылттăн, ай, теетпĕр
Эпĕр хамăр хăмлана
Ураран, ай, ан ÿксемĕр
Ĕçсен пирĕн сăрана
Хушăм:
Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.
Юррăн кĕвии
Филипп Лукин композитор.