Хĕрхи

Хĕрхи - кăвакарчăнтан пĕчĕкрех кайăк. Кăйкăрсенчен пирĕн тăрăхра чи пĕчĕкки шутланать.

Пĕрлехи хыпарсем

Кайăк çынсенчен хăрамасть. Хĕрхи пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă кайăксенчен пĕри.

Çăмартисем (3-4) хĕрлĕрех сарă тĕслĕ, хăмăр пăнчăллă. Ами кăнтăрла, аçи каçхине пусра ларать. Чĕпĕсене 28-29 кун хушшинче кăлараççĕ.

Ака уйăхĕнче пирĕн тăрăха вĕçсе килеççĕ, çурла уйăхĕнче кăнтăралла вĕçсе кайма ушкăнланаççĕ, авăнра вĕсем Чăваш Енрен кайса пĕтеççĕ.

Вуламалли

Ӑнлантарусем

Каçăсем